Ырă хыпар уявĕ
Православи тĕнĕн 12 тĕп уявĕнчен пĕри _ Пăлхавăшни (Благовещение Пресвятой Богородицы). Ăна Аслă Мăнкун типпин виççĕмĕш эрнинче _ апрелĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.
Праçник ятне («благая весть») грек чĕлхинчен куçарсан «ырă хыпар» тенине пĕлтерет. Евангелире çырнă тăрăх, Иисус Христос Туррăмăр Амăшне _ Таса Хĕр Марийăна Гавриил архангел çапла каланă: «Савăн, Благодатная! Турă Санпа пĕрле! Арăмсем хушшинче Эсĕ пиллĕхлĕ!» Вăл Ăна Турă Ывăлне çуратасси пирки пĕлтернĕ. Унран çуралнă Турă Ывăлĕ пĕтĕм этемлĕхе çылăхран хăтарĕ тенĕ. Тĕн кĕнекисем ăнлантарнă тăрăх, Гавриил архангел сăмахĕ этемлĕхшĕн Адампа Евăна Райран хăваласа янă хыççăнхи пирвайхи савăнăçлă хыпар пулнă.
Эмел курăкĕсен сиплĕхĕ-усăлăхĕ Пăлхавăшнире икĕ хут вăйлăрах. Пăлхавăшни тăрăх халăх çут çанталăка, тыр-пул мĕнле пулассине сăнанă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри: Пăлхавăшни каç ăшă пулсан _ ăшă çуркуннене; пăлхавăшни ирĕ тĕтреллĕ пулсан _ вăйлă ейỹ (разлив) пуласса.
Çавăн пекех çынсем Пăлхавăшнире çак йĕркене те пăхăнаççĕ: кил-хуçалăхра йывăр ĕç-пуç хускатмаççĕ, аякри çула тухмаççĕ, çĕр ĕçне тумаççĕ, йывăç касмаççĕ, кивçене кĕмеççĕ тата памаççĕ, çỹçе кастармаççĕ тата сăрламаççĕ, çĕвĕ çĕлемеççĕ, алса-чăлха çыхмаççĕ, апат пĕçермеççĕ (ăна маларах хатĕрлеççĕ), çĕнĕ çи-пуç тăхăнмаççĕ. Паллах, çак йĕркене çирĕп пăхăнмасан та юрать. Чи кирли _ Пăлхавăшни праçникне хисеп туни.
Георгий Хитров, протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.