Йỹçек çĕрсене извеçлеме

ШЕЛ пулин те, пирĕн çĕр кỹршĕллĕ Патăрьел тата Елчĕк округĕсемпе танлашаймасть: пулăхлă тăпра сахаллипе ял хуçалăх культурисен тухăçне ỹстерме питĕ йывăр.

Округра йỹçек çĕр 8 пин гектара яхăн йышăнать. 4 фермер хуçалăхĕ хальлĕхе 344 гектар çĕре извеçлеме проект документацийĕ туса хатĕрленĕ. 2025-çулта пурĕ 540 гектар çĕр çине известь хывма палăртнă.



04 апреля 2025
15:49
Поделиться