Çỹллĕ шайри ертỹçĕсем хатĕрлĕç

Республикинчи ятарлă çар операцийĕн участникĕсемпе ветеранĕсемшĕн «Время СВОих» регион программине пурнăçа кĕртекен общество Канашĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явнă.

«Время СВОих» программăна хутшăнмашкăн 2025-çулхи февралĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 25-мĕшĕччен заявка памалли кампани иртнĕ май, çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă: Раççейĕн 25 регионĕнчен (Луганск Халăх Республики те кĕрет) пурĕ 388 заявка панă, вĕсенчен 79-шĕ _ СВО участникĕсенчен, Чăваш Енре пурăнакансенчен _ 339, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Ульяновск облаçĕпе Мускав хули.

_ Заявка памалли кампани çỹллĕ шайра иртрĕ, _ палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. _ Çак программа пирĕн республикăшăн çеç мар, ытти регион (çав шутра _ çĕнĕ регионсен те) представителĕсемшĕн те кирлине ĕнентерет, çав хушăрах Чăваш Республикишĕн вăл пурăнмалли илĕртỹллĕ регион тата карьера тумалли май пулнине çирĕплетет.

Пирвайхи суйлавран ăнăçлă тухнă 298 çынна тестирование хутшăнма ирĕк панă. «Чи лайăх анкета тăратнисем» рейтинг йĕркеленĕ. Унта регистрацин пур йĕркине те пăхăннă, эссе çырнă кандидатсем лекнĕ. Паллах, участниксен професси çитĕнĕвне, çар званине шута илнĕ.

Иккĕмĕш тапхăра апрелĕн 1-мĕшĕнче РАНХГСăн Патшалăх управленийĕн аслă шкулĕнче йĕркеленĕ. Кунта вара ертỹлĕх (управленческий) потенциалне тата опыта (навыки) шута илнĕ.

Аса илтеретпĕр, «Время СВОих» программа, РФ Президенчĕн Владимир Путинăн сĕнĕвĕпе, халăх влаçĕн системин çỹллĕ шайри ертỹçисене хатĕрлессипе, çамрăксене патриотизмла воспитани парассипе тата вĕсемпе ĕçлессипе, корпоратив секторĕпе çыхăннă. Участниксене июлĕн 1-мĕшĕнче вĕрентме пуçлĕç, ертỹлĕхĕн çĕнĕ меслечĕсене алла илме пулăшĕç.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.



04 апреля 2025
15:27
Поделиться