«Çĕнтерỹ хыççăн каллех тĕл пулăпăр»
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа виçĕ çул иртрĕ. Тĕрĕслĕхшĕн, тăнăçлăхшăн кĕрешекенсене эпир куç пек кĕтетпĕр. Отпуска таврăннă ентешĕмĕрсемпе тĕл пулма васкатпăр. Вĕсенчен фронтри лару-тăру çинчен ыйтса пĕлме тăрăшатпăр.
Çак кунсенче Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин хамăр тăрăхри салтаксемпе тĕл пулу йĕркелерĕ.
Тĕл пулура мобилизаци тата контракт йĕркипе СВОра тăракансен пурнăç условийĕпе тỹлевĕ, пурлăхпа техника тивĕçтерĕвĕ, гуманитари пулăшăвĕ, салтаксен çемйисене пулăшасси пирки сăмах пычĕ.
СВО участникĕсем Раççей салтакĕсем нацистсене хирĕç паттăррăн çапăçнине, тылран пыракан пулăшу пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Маскировка сетки тата ăшă чăлха çыхакансене, окоп çурти тăвакансене, апат-çимĕçпе, техникăпа, строительство материалĕпе, ĕç хатĕрĕсемпе, тумтирпе, эмелпе пулăшакансене, чĕререн тухакан сăмахпа шăрçаланă çырупа хавхалану кỹрекенсене чунтан тав тунине пĕлтерме ыйтрĕç.
Сергей Авенирович пирĕн округри ыр кăмăллăх фондне уйрăм предпринимательсемпе фермерсем, предприятисемпе учрежденисем, ахаль граждансем укçа-тенкĕ хывнине палăртрĕ.
_ Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ _ килес Çĕнтерĕвĕн çирĕп никĕсĕ, _ çак шухăша çирĕплетрĕç тĕл пулура.
Округ пуçлăхĕ ентешсене гражданла тĕрĕс позицишĕн, Тăван çĕр-шывăмăра шанчăклăн хуралланăшăн тата нацизма хирĕç паттăррăн кĕрешнĕшĕн тав тунă майçапла каларĕ:
_ Сире çар тивĕçне чыслăн пурнăçласа Çĕнтерỹпе таврăнма сывлăх, чун çирĕп- лĕхĕ сунатпăр. Çĕнтерĕве кĕтсе илсен вара çак сĕтел хушшинчех савăнăçлă калаçу йĕркелĕпĕр.
Сергей Авенирович сăмахĕпе килĕшсе, эпир те _ округ çыннисем _ Украина нацисчĕсемпе шовинисчĕсене çĕнтерессе чун-чĕререн шанатпăр.
З.Свеклова.