Олег Николаев: «Çынсен ыйтăвĕсене тухăçлăн татса пама ЦУР аналитикипе усă курмалла»
Правительство çуртĕнчи канашлура республикăра пурăнакансемпе диалога тата ăнăçлăрах йĕркелесси тавра калаçнă. Ку власть органĕсене электронлă мелпе янă çырусене те пырса тивет.
Чăваш Енри ЦУР (регион управленийĕн центрĕ) ертỹçи Татьяна Немцева палăртнă тăрăх, март уйăхĕнче социаллă сетьсем тата патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи ятарлă «Пĕрле татса паратпăр» платформа урлă 9,3 пин çыру килнĕ. Ытларах чухне çынсем «Вконтакте» социаллă сетьпе (65,3 процент), «Телеграм» мессенджерпа (23,3 процент) усă курнă. Чи нумай çыру Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăр, Çĕмĕрле тата Канаш округĕсенче пурăнакансенчен килнĕ.
Социаллă сетьсенче ытларах чухне çулсем, тирпей-илем кĕртесси, обществăлла транспорт тавра калаçнă пулсан, патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче çынсем медицина докуменчĕсем тата врач патне электрон мелпе çырăнасси çинчен ыйтусем нумай панă.
Республика çыннисем паракан ыйтусенчен чылайăшĕ çут çанталăк сезонĕпе çыхăннине палăртмалла. Кăçал, сăмахран, юр ир кайса пĕтрĕ те, тирпей-илемпе çыхăннă çырусен шучĕ 20 процент ỹснĕ. Вĕсенче çынсем обществăлла вырăнсене часрах тусанран тата çỹп-çапран тасатма ыйтса çырнă. Унсăр пуçне электрон дневникпа çыхăннă ыйтусем те чылай нумайланнă. Республика ертỹçи Олег Николаев çынсем цифра сервисĕсем урлă ытларах та ытларах влаçпа хутшăннине палăртнă. Вăл çырусене малашне те тĕплĕн тишкерме, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама хушнă.