Паллă пулăма _ тивĕçлипе

1941_1945-çулсенчи Аслă Аттелĕх вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа, Çĕр-шывăмăрта, çавăн пекех Чăваш Республикинче Пĕтĕм Раççейри «Астăвăм стени», «Çĕнтерỹ пайăркисем», «Çĕнтерỹ тĕсĕсем» («Краски Победы») _ акцисем, «Пĕтĕм Раççейри Çĕнтерỹ хорĕ», «Фронтри бригада», «Çулăмри ỹкерчĕксем тата Çĕнтерỹ çурти», «Вăрçăран _ тăнăçлăха» флешмоб т.ыт.те.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Çĕнтерỹ кунне республикăмăрăн тĕп хулинче Мухтав монуменчĕ патне чечек хунинчен пуçланать. Майăн 9-мĕшĕнче Республика Лапамĕнче Шупашкар территори подразделенийĕн пĕрлештернĕ гарнизонĕ тата автомобиль колоннипе çар техники иртĕç. Çак пулăма 1200 çынна хутшăнтарма палăртнă. Механизаци колоннинче 70 ытла единица çар техники (Шупашкарта туса кăларни те) иртĕ.

Лапам тăрăх чаплă лару-тăрура пирвайхи хут Раççей ДОСААФĕн «Çамрăк патриот» тинĕсри спортпа техника клубĕн çамрăк флотовецĕсем тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн çарпа вĕренỹ центрĕн курсанчĕсем утса тухĕç.

Парада Вилĕмсĕр полк (вăл Наци библиотекинчен пуçланса Хĕрлĕ площаде çити утĕ) тăсĕ.

Шупашкарта çак кун «Çĕнтерỹ майĕ» анлă масштаблă Хула ретроспективи проектне çул парĕ. Вăл темиçе проекта пĕрлештерĕ, вĕсем: «Шупашкар _ ĕç паттăрлăхĕн хули», «Çĕнтерỹ сасси», «Çĕнтерỹ моди», «Вăрçăран _ тăнăçлăха», «Çĕнтерỹ вальсĕ». Шĕкĕр хуламăрăн тĕп площадĕнче кунĕпех концерт пăхма май пулĕ. Уяв Çĕнтерỹ салючĕпе вĕçленĕ. «Çак вăхăтра шкулсенче «Часовой _ Çĕнтерỹ Ялавĕ умĕнче» акци пырать. Муниципалитетсенче çамрăк армеецсен «Зарница 2.0» вăййисем иртеççĕ, ачасен «Театр çуркунни» театр фестивалĕ тата вуншар мероприяти старт илĕç», _ пĕлтернĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Алексеевич хăйĕн телеграм-каналĕнче.

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи граждансем, шкул ачисемпе çамрăксем çỹлерех асăннă мероприятисене хастар хутшăнасса шанатпăр. Миллионшар-миллионшар çын юн тăкнипе çĕнсе илнĕ ирĕклĕхĕмĕр, никама пăхăнманлăхăмăр пирки асра тытмаллах. Алла пăшал тытса Çĕр-шывăмăра хỹтĕленĕ, тылра хастарлăх кăтартнă тата халĕ нацизмпа кĕрешекен çыннăмăрсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ умĕнче пуç таймаллах.

Н.Ильина.



04 апреля 2025
15:28
Поделиться