Паттăрпа мăнаçланатпăр!

Паттăрпа мăнаçланатпăр!

Ятарлă çар операцийĕнчи ентешĕмĕрсем нацистсемпе шовинистсене хирĕç арăсланла çапăçаççĕ. Çакна вĕсене панă наградăсем çирĕплетеççĕ.

Акă пирĕн округ çамрăкĕ _ Анатолий Муллин _ 2022-çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнченпе мобилизаци йĕркипе СВОра тăрать. Тăван çĕр-шывăн (çĕнĕ регионсен те) чиккисене шанчăклăн сыхлать.

Çирĕм çиччĕри яш хăюлăхпа паттăрлăхшăн «Ятарлă çар операцийĕн ветеранне», «Çапăçусенче палăрнăшăн» медальсене тата Жуков медальне тивĕçнĕ. Анатолий Вячеславович _ пирĕн округăн чысĕ те мухтавĕ!

Е.Малова.

 



04 апреля 2025
14:39
Поделиться