Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх тăваттăмĕш çул
1944-ÇУЛТА Совет Союзĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем нимĕç фашисчĕсене пирĕн Тăван çĕр-шывран хăваласа кăларса çухрăм хыççăн çухрăм Берлин патнелле çывхарнă. Европăри халăхсене фашизм пусмăрĕнчен ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура Совет салтакĕ этемлĕх хальччен курман паттăрлăх кăтартнă.
Совет Çарĕ мĕн пур фронтра тапăнса çапăçмалли меслетпе усă курма пуçланă. Январĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 1-мĕшĕччен Ленинград, Волхов тата Иккĕмĕш Прибалтика фрончĕсенче _ Балтика флочĕпе тата авиаципе тачă çыхăнса _ Ленинградпа Новгород операцийĕнче пысăк çитĕнỹ тунă. Фашистсене 220-280 километр хăваласа кайса Ленинград патĕнчен яланлăхах тасатнă.
1944-çулхи хĕллепе çуркунне тĕп наступлени Днепр юхан шывĕн сылтăм енчи Украина çĕрĕсене тата Крыма ирĕке кăларассишĕн пынă. Пĕрремĕшпе Иккĕмĕш Украина фрончĕсем йĕркеленĕ Карьсун _ Шевченко патĕнчи çапăçусенче Ватутинпа Конев генералсен çарĕсем çирĕм кун хушшинче фашистсен 8 дивизине, пĕр бригадине тата тĕрлĕ çар ушкăнне «ункăна» илсе тĕп тунă. Гитлеровецсен кунта 55 пин салтакĕпе офицерĕ пĕтнĕ, 18 пин çыннине тыткăна илнĕ. Çавăнпа пĕрлех çавăрса илнĕ нимĕçсене хăтарма килнĕ 15 танкпа пехота дивизине çĕмĕрсе тăкнă. 1944-çул вĕçĕнче _ 1945-çул пуçламăшĕнче Совет Çарĕсем Румынипе Болгарие, Польшăна, Чехословакие, Венгрие, Югославие пĕтĕмпех ирĕке кăларнă.
Хăватлă, аслă Çĕр-шывăмăр фашизма хăйĕн çĕлен йăвинче тĕп тума çĕкленсен, пирĕн ентешĕмĕрсем те Европăна ирĕке кăларассишĕн пысăк паттăрлăх кăтартнă.
Акă Шăмăршă çамрăкĕ Иван Соргин Латвие ирĕке кăларма хутшăннă, Нарва патĕнчи çапăçура хăюлăхпа палăрнă, тăшманăн Курлянди ушкăнне çапса аркатнă чух паттăрла кĕрешнĕ. Тăван çĕр-шыв Иван Соргина Аттелĕх вăрçин 1-степень орденĕпе тата медальсемпе чысланă.
Ирçе Тĕкки паттăрĕ Николай Никоноров Харьков, Полтава тата ытти хулана тăшман аллинчен туртса илме хутшăннă. 15-мĕш стрелковой полкăн взвод командирĕн помощникне Николай Никоноров сержанта Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа тата «Паттăрлăхшăн» медальпе хавхалантарнă.
Патирек шкулĕн учителĕ Ферах Мансуров лейтенант Белоруссие, Польшăна, Хĕвел тухăç Пруссие фашистсенчен ирĕке кăларнă, Хĕвел анăç Украинăра бандеровецсене хирĕç çапăçнă. Тăван ялне çамрăк офицер кăкăр тулли наградăпа таврăннă: Хĕрлĕ Çăлтăр тата 1-степень Аттелĕх вăрçин орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Кенигсбера илнĕшĕн» тата ытти медаль.
Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Герман Краснов пограничник Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине пуçланнăранпа вĕçне çитичченех хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн госпитальте сипленнĕ. Унта çар шоферне вĕренсе тухнă, нимĕçсене хăваласа хăйĕн машинипе Китая та çитнĕ. Тăван ялне кăкăр тулли наградăпа таврăннă. Çак ял çынни Николай Сандрейкин минометчик Белоруссие, Польшăна ирĕке кăларнă, Кенигсберга штурмланă чух паттăрлăх кăтартнă. Николай Сандрейкина Тăван çĕр-шыв икĕ хутчен _ Хĕрлĕ Çăлтăр, II-степень Аттелĕх вăрçин орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. Николай Ивановичăн тылри паттăрлăхне те палăртса хăварас килет: юратнă мăшăрĕпе Матрена Федоровнăпа 11 ача çуратса ỹстернĕ. Матрена Федоровнăна Тăван çĕр-шыв «Ача амăшĕ героиня» хисеплĕ ят панă. Кивĕ Шăмăршă чăвашĕ Николай Платонов Украина хулисемпе ялĕсене, Чехословакие тăшман пусмăрĕнчен ирĕке кăларнă, Кенигсберг хулине штурмланă чух паттăрла çапăçнă. Николай Дмитриевич _ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе «Паттăрлăхшăн» медаль кавалерĕ. Карапай Шăмăршă çамрăкĕ Василий Петьков пулеметчик Белоруссие тата Польшăна ирĕке кăларнă, килне Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата çапăçури паттăрлăхшăн тивĕçнĕ виçĕ медальпе таврăннă.
Кивĕ Чукал каччи Михаил Малеев _ кĕçĕн лейтенантсем хатĕрлекен курс пĕтерсе _ Украина, Польша, Румыни территорийĕсенче тăшмана çĕмĕрнĕ, Çĕнтерĕве Чехословакире кĕтсе илнĕ. Михаил Егорович _ Хĕрлĕ Çăлтăр тата I-степень Аттелĕх вăрçи орденĕсен кава- лерĕ.
Палтиел ялĕнчи шкул директорĕ Минетдин Калаков Молдавири, Румынири, Венгрири, Австрири хаяр çапăçусене хутшăннă. Минетдин Ямалдиновича I-степень Аттелĕх вăрçи орденĕпе, «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçшĕн» тата ытти медальпе чысланă. Çỹлерех асăннă фронтовиксене эпĕ çывăх пĕлнĕ, фронтри паттăрлăхĕ çинчен район хаçатĕнче те çырса кăларнă. Çав тери сăпайлă та ырă кăмăллă çынсемччĕ вĕсем, мирлĕ ĕçре те пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Хăрушă вăрçă çулăмĕ витĕр тухса, вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та хăйсен ятне яман, темле йывăр пулсан та, чун илемлĕхне, ĕненĕве çухатман, пуç усман, çав-çавах малалла шанчăклăн пăхнă. Вĕсен ырă ячĕ пирĕн чĕрере ĕмĕр упранĕ, пире пархатарлă ĕç тума, ырă чунлă пулма, тỹсĕмлĕхе ỹстерме, тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ.
Тылра та Çĕнтерĕве Çывăхартнă
1944-ÇУЛТА Шăмăршăри МТС çумĕнче трактористсем хатĕрлекен курс уçнă. Унтан районти 25 çамрăк вĕренсе тухнă. Вĕреннĕ тапхăрта вĕсене колхозсем пĕрер ĕç кунĕ тỹлесе тăнă. Çак курса А.Убасев аслă агроном (Тури Чаткас) ертсе пынă. Н.Кондратьев (Çĕнĕ Шăмăршă), В.Кошкин, В.Юманов, Н.Тимофеев (Виçпỹрт Шăмăршă),А.Кузьмин, М.Харитонов (Энтĕрьел), А.Сергеев (Палтиел), А.Солдатенков (Улмаллă), Е.Андронкин (Шамккай) тата ытти çамрăк трактор çине ларса суха тунă.
Колхоз председателĕн йывăр «лавне» вăрçăран аманса таврăннă фронтовиксене шанса панă. Г.Давыдов («Новая деревня»), И.Бутанов («Мотор»), И.Кудряшов («Динамо»), Г.Концов («Победа»), В.Чекушкин («Красная звезда»), В.Тимофеев («Заря»), Я.Кириллов (Чкалов ячĕллĕ), В.Ермолаев (Калинин ячĕллĕ), Л.Корчагин («Заря Свободы»), А.Николаев (Максим Горький ячĕллĕ), В.Захаров, П.Васильев («Красный воин»), Я.Викторов («Канаш»), А.Дергачев, Ф.Веденеев («Красный пахарь»), С.Космовский (Космовский ячĕллĕ), Д.Хамдеев («Сталь»), Е.Егоров («Труженик»). М.Осипов, С.Розов («Пламя труда»), И.Сидоров («Мекш») тата ытти фронтовиксене ватă çынсем ырăпа кăна аса илеççĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.