«Салтака _ Мăнкун открытки»

«Салтака _ Мăнкун открытки»

Çак ятпа республикăра патриотизмла акци пуçланнă. Ăна Раççейри _ Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи, Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене халалланă. Пĕлтерĕшлĕ акцие, класс ертỹçисемпе воспитани енĕпе ĕçлекен советниксем ертсе пынипе, Шăмăршă муниципалитет округĕн пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан учрежденийĕсенче вĕренекенсем те хастар хутшăннине палăртмалла. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсем валли 400 ытла открытка туса хатĕрленĕ.

Çак пĕчĕк открыткăсем, Мăнкун уявĕ тĕлне, ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсемшĕн хаклă парне вырăнне пулĕç, чун-чĕре ăшшипе шăрçаланă салам сăмахĕсем вара салтаксен кăмăлне çĕклĕç, хавхалану кỹрĕç. Çывăх вăхăтра тĕн уявĕпе çыхăннă салам открыткисене ятарлă çар операцийĕ вырăнне ăсатĕç.

З.ВОРОБЬЕВА.



04 апреля 2025
14:39
Поделиться