Сывă пурнăç йĕркишĕн
Шăмăршăри Культура керменĕн спорт залĕнче округра волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта пилĕк команда хутшăнчĕ.
Çивĕч тупăшура «Студентсем» команда (капитанĕ _ Никита Каргин) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене «Шкул» (капитанĕ _ Кирилл Тимофеев), Шăмăршă ял территори уйрăмĕн команди (капитанĕ _ Иван Шумилов) пайларĕç. Чи лайăх вылякансем çаксем пулчĕç: Тимур Алимов («Чи лайăх çыхăнтаракан»), Камилла Какаева («Чи лайăх либеро»), Кирилл Тимофеев («Чи лайăх блокировка тăвакан»), Степан Парфенов («Диагональти чи лайăх вылякан»), Евгений Японцев («Чи лайăх выляса пĕтерекен»). Яшсемпе арçынсем хушшинче _ Богдан Ефремов, хĕрсемпе хĕрарăмсем хушшинче Лариса Ефимова чи лайăх вылякансем пулчĕç.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем Хисеп грамотине тата парнене тивĕçрĕç.
В.Антонов.