Спартакиада малалла пырать

ÇАК кунсенче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн бассейнĕнче шкул ачисен 2024-2025-вĕренỹ çулĕнчи Спартакиадин программипе шывра ишекенсен округри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Вĕренекенсем 50 метр дистанцире ирĕклĕ стильпе тата хутăш эстафетăра ăмăртнă. 2011-2012-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче пĕр пек вăхăт кăтартса _ Рушания Хамдеевăпа Ангелина Макарова, çак çулсенчи арçын ачасем хушшинче _ Яков Иванов, 2009-2010-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче _ Анна Макарова, арçын ачасем хушшинче _ Владислав Юманов, 2007-2008-çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче _ Варвара Цыганова, арçын ачасем хушшинче Евгений Чегаев пĕрремĕш вырăна тухнă.

Эстафетăна 4 команда хутшăннă. Çивĕч тупăшура Шăмăршă вăтам шкулĕн пĕрремĕш команди çĕнтерỹçĕ пулса тăнă.



04 апреля 2025
15:52
Поделиться