Сурăх йышĕпе чабансене те хăваласа çитрĕмĕр...
ВĂТАМ АЗИ республикисенчи сурăх ĕрчетекен пĕр чабана вăтамран 150 пуç выльăх тивет иккен. Карапай Шăмăршăри Олег Хлюкин фермер вара сурăхсен шутне 250 пуçа çитернĕ. Кăçал çак йыша тата 115 пуç путек хушăннă. Шăмăршă муниципалитет округĕнче хальхи вăхăтра 493 пуç сурăх усраççĕ.