Талăкра 15 пушар сỹнтернĕ

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ялĕсенче пĕр талăкра 15 пушар тухнине шута илнĕ. Вĕсенчен улттăшĕ уçă вырăнта типĕ курăк çунтарнипе çыхăннă.

МЧС граждансене çапла асăрхаттарать: _ типĕ курăкпа çỹп-çапа çунтарма пачах та юрамасть; _ сигарет тĕпне ăçта çитнĕ _ унта ан пăрахăр; _ килти пахчари çỹп-çапа тасатса компост хатĕрлеме усă курăр.

Вут-çулăмпа çыхăннă инкеке асăрхасан çийĕнчех «01», «101», «112» номерсемпе шăнкăравлăр.

М.ИЛЬИН, округри пушар хăрушсăрлăхне тĕрĕслекен тата профилактика ĕçĕн пай начальникĕ.



04 апреля 2025
15:02
Поделиться