«Театр _ асамлăх!»

«Театр _ асамлăх!»

ПĔТĔМ тĕнчери Театр кунне халалланă тата республика шайĕнчи шкул театрĕсен 3-мĕш «Асам» фестивалĕ иртнĕ май, Шăмăршăри Культура керменĕнче «Театр урлă ачасен пултарулăхне аталантарассине йĕркелесси» вĕренĕвĕ иртрĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Елчĕк, Шăмăршă округĕсенче вăй хуракан педагогсем, шкул театрĕн ертỹçисем хутшăнчĕç.

Фестиваль участникĕсене Шăмăршă округĕн администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политики пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, пирĕн округри централизациленĕ клуб системин директорĕ Александр Сатеев, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн актер ăсталăхĕпе режиссура кафедрин доценчĕ Алексей Болдырев саламларĕç.

Алексей Валерьевич ачасемпе ĕçленĕ чухне усă курмалли мел-меслетпе паллаштарнă, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Звездочки» театр членĕсемпе ăсталăх класĕ йĕркеленĕ. Куракансем педагогсен командисен этючĕсене ăшшăн йышăнчĕç.

Фестиваль пĕр ĕмĕт-тĕллевлĕ çынсене хăйсен ăсталăхне кăтартма, пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма, туслăха çирĕплетмешкĕн пулăшрĕ, паллах, чăн-чăн уявлăх туйăмне парнелерĕ.

В.Львова, Шăмăршăри Культура керменĕ çумĕнчи «Звездочки» театр ертỹçи.



04 апреля 2025
14:15
Поделиться