Тыл çирĕплĕхĕ _ фронтăн ăнăçлăхĕ

Тыл фронта пулăшни кунсерен курăнать-сисĕнет. Çĕнтерỹшĕн нацистсемпе шовинистсене хирĕç кĕрешекен ентешĕмĕрсене пулăшассине пирвайхи тивĕç вырăнне хуракансен хисепĕ ỹснĕçем ỹсет.

Округри культура учрежденийĕсенче маскировка сетки çыхасси анлă сарăлчĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче, Васанти, Пуянкассинчи тата Анат Чаткасри Культура çурчĕсенче çак ĕçе уйрăмах хастар хутшăнать ял халăхĕ. Ытти ялта та граждансен пуçарулăхĕпе активлăхĕ кирлĕ пек пулсан, ку ĕçĕн усси пысăкрах пулĕччĕ. Фронтри салтаксен сăмахĕ тăрăх, хỹтлĕх карри _ тăшманран сыхланмалли çав тери шанчăклă хатĕр; ун çине лексе, взрывчаткăсем çакланса ларнă, çавна май сирпĕтмелли хатĕрсем ĕçлеме пăрахнă тĕслĕх сахал мар тĕл пулать. Ку _ боецсен пурнăçне, çар техникине упраса хăварассинче питĕ пĕлтерĕшлĕ. Маскировка сетки мĕн чухлĕ нумайрах, ăна мĕн чухлĕ хăвăртрах фронта çитеретĕн _ çавăн чухлĕ лайăхрах. Хамăр хỹтĕлевçĕсен пурнăçне сыхласа хăварасси тата вĕсен ăнăçăвĕ пиртен _ тылрисен _ яваплăхĕнчен, çаврăнăçулăхĕнчен нумай килет. Пушăрах чухне кашнийĕ пĕрер сехет хỹтлĕх карри çыхни те пĕрлехи ĕçе хăвăртлатать. Паллах, сетка çыхмалли материал çине нухрат нумай каять, пус çумне пус хушсан _ ăна туянмалăх пухăнатех. Граждансен пулăшăвĕ кунта та кирлĕ. «Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать», _ тени ăнсăртран мар.

Гуманитари пулăшăвĕ Шăмăршă округĕнчен ăсансах тăрать. Халерех акă Тутартан (позывной) _ маскировка сеткипе кучченеç (Васан ял территори уйрăмĕн, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Пĕтĕмпех _ фронт валли» пуçару ушкăнĕсен), строительство материалĕ туянмалăх укçа-тенкĕ (Палтиел вăтам шкулĕн коллективĕн) парса ячĕç. Пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем хỹтлĕх каррисемпе пĕрле типĕ душ, браслет хатĕрлесе пачĕç. «Пĕтĕмпех _ фронт валли» пуçару ушкăнĕ кĕске вăхăтрах шурă тата хĕрлĕ çитсăран хул çине çыхмалли 135 повязка (малти линири салтаксем валли) çĕлесе янтăларĕ.

Салтаксем блиндажсем тумашкăн ОСБ плитасемпе саморезсем ыйтаççĕ. Вĕсене туянмашкăн ял çыннисем пĕрлехи кассăна укçа-тенкĕ хывсан аванччĕ. Çавăн пекех пирĕн салтаксене аптечка, газ баллонĕ, окоп çурти, 0,33 литрлă пластик савăт, пленка, зажигалка парса ярсан-ăсатсан вырăнлă пулĕччĕ. Акă Çĕнĕ Тăрăнти Лаврентьевсен çемйи окоп çурти тума 5 кг парафин пачĕ. Çурта валли пушă шăвăç банкăсем кирлех (вĕсене редакцире тата Ваттисен çуртĕнче йышăнаççĕ).

Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕпе кунти вăтам шкул, Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсем юсав батальонĕсене курăмлă пулăшу кỹреççĕ.

Курскпа Белгород облаçĕсенче пурăнакансем (унта вăрçă инкекне тỹсекенсем-çке!) валли халь усă курма çĕр улмипе ыхра, ытти апат-çимĕç, япала çумалли порошок пуçтараççĕ. Вĕсене Шăмăршăри Культура çуртне çитермелле. Çыхăнмалли телефонсем: 8-951-998-55-89, 8-927-853-84-81.

Зинаида Свеклова.



04 апреля 2025
14:40
Поделиться