Тимĕрккен виçĕ ывăлĕпе икĕ мăнукĕ

Тимĕрккен виçĕ ывăлĕпе икĕ мăнукĕ

ТĂВАН çĕр-шывшăн пынă 1941-1945-çулсенчи хаяр вăрçа Ярăслав ялĕнчен 210 çын хутшăннă, вăл шутран 99-шĕ тăшманпа çапăçса пуçне хунă. 110-шĕ Çĕнтерỹпе таврăнса хăйсен йăхĕсене малалла тăснă. Аслă Çĕнтерĕве туптакансем хушшинче Ярăславра çуралса ỹснĕ, фронтра хăюлăх кăтартса, пуçĕсене хунă, вăрçăран çĕнтерỹпе таврăннă ентешсен йышĕнче, «кулак» тесе айăпланă, Архангельск облаçĕнчи ссылкăра вилнĕ Владимир (Тимĕркке) Фоминăн виçĕ ывăлĕпе икĕ мăнукĕ те Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн паттăррăн çапăçнă. Кăкăр тулли орден-медале тивĕçсе, тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел таврăннă, вăрçăпа юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратма хутшăннă.

Паянхи сăмах _ иртнĕ вăрçăран сывă таврăннă Фоминсен 5 салтакĕ çинчен.

Тимĕрккен (ялта В.Фомина çапла чĕннĕ) аслă ывăлне Ивана _ граждан вăрçин участникне _ фронта 1941- çулхи август уйăхĕнче мобилизациленĕ. Пилĕк ача ашшĕне вăрçă çулĕ Мускав çывăхĕнчи Нарофоминск хули таврашне илсе çитернĕ. Пĕрремĕш номерлĕ станоклă пулемет стрелокĕ Иван Фомин Белорусси фронтĕнчи 116-мĕш стрелковăй бригадин 257-мĕш стрелковăй полкĕнче çапăçнă. Фронт линийĕ Польша çĕрĕ çине çитсен 1944-çулта Волошин Мазовод воеводствине ирĕке кăларнă чухнехи тытăçура Ярăслав чăвашĕ йывăр аманать, контузи илет. Сурана сиплесен вăл комиссоват тăвăнса Йошкар-Олари 36-мĕш номерлĕ çар базинче службăна малалла тăсма пуçлать. 1945-çул вĕçĕнче демобилизаци йĕркипе тăван яла таврăнать. Аслă Аттелĕх вăрçи орденĕн тата çар медалĕсен кавалерĕ мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. «Пламя труда» колхозри пахча çимĕç ỹстерекен ял бригадине ертсе пыма тытăнать. Артель купăста, хăяр, кишĕр туса илес тĕлĕшпе районĕпех палăрать. Фронтовик, бригадăри ĕçсемсĕр пуçне, ял çыннисене платник, кăмака тăвакан пулса нумай пулăшать, килти пахчинче тухăçлă хăмла ĕрчетсе чапа тухать, çитĕнсе пыракан ачисене тĕрĕс воспитани парса, тỹрĕ çул çине кăларать.

1907-çулта çуралнă Иванăн шăллĕ Петĕр те ĕçчен, тĕреклĕ хул-çурăмлă ỹссе çитĕнет. Вăрçă пуçланиччен вăл та çемье çавăрса ача-пăчаллă пулать. 1942-çулхи август уйăхĕнче Петĕрĕн те фронта кайма ячĕ тухать. Малтан _ Брянск фронтĕнчи 236- мĕш миномет полкĕнче, унтан пĕрремĕш Прибалтика, иккĕмĕш Белорусси фрончĕсен йышĕнче Сталинграда, Тула хулине хỹтĕленĕ çĕре, Украинăшăн пынă хаяр çапăçусене хутшăнать. 1943-çулхи октябрь уйăхĕнче нимĕçсем Тула хулине çавăрса илессишĕн пынă тытăçура Петр Фомин ефрейтор чăн-чăн паттăрлăх кăтартать. Фашистсен командованийĕ хулана пĕр чарăнса тăмасăр кĕрсе кайма, унти хĕç-пăшал тата патрон туса кăларакан завода туртса илме тĕллев лартнă пулнă. Тăшман çакăнтан виçĕ çухрăмра вырнаçнă Костеевка ялĕнче пысăк вăй пухса вырнаçнă. Вĕсене хирĕç пирĕн çарсен зенитчикĕсемпе халăх ополченийĕн отрячĕсем çирĕп тăнă, контрнаступленире хулана илме май паман. Çак çапăçу вăхăтĕнче Петĕр минометчика та тăшман гранати йывăр амантать, сулахай алли сусăрланса юлать. Ку тытăçури хăюлăхшăн Петр Фомина иккĕмĕш хут «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Каласа хăвармалла, Петĕр, аманнине пăхмасăр, фронтран тухма васкаман. 1943-44-çулсенче вăл Белоруссие, Польшăна, Чехословакин çурçĕр пайне ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Çĕнтерĕве тăшманăн тĕп хулинче _ Берлинта кĕтсе илет. Асăннă наградăсем çумне унăн кăкăрĕ çине «За боевые заслуги», «За оборону Сталинграда», «За победу над Германией» медальсем çакăнаççĕ.

Вăрçăран таврăнсан иккĕмĕш группăри инвалид Ярăслав ялĕнчи çил арманне юсаса ĕçе ярать, унта мелник (арманçă) пулса нумай çул хушши ĕçлет.

Тимĕрккен кĕçĕн ывăлĕн _ Микулайăн вăрçăри шăпи тата та кăсăклăрах килсе тухать. 18 çулхи «кулак ачин» репресси «арманĕн чулĕ» айне лекнĕскерĕн, вăрçа тăван тăрăхран _ Мускав облаçĕнчи Молотов районĕнчи çар комиссариатĕнчен тухса кайма тивет. Ăна 1941-çулхи июль уйăхĕнче Хĕрлĕ Çара мобилизациленĕ. Вăрçăчченех шоферта ĕçленĕ Ярăслав арне 8-мĕш механизациленĕ бригадăн иккĕмĕш мотострелок батальонĕнче водитель пулма çирĕплетнĕ. Шăпа тени ăна Хĕвел анăç, Сталинград, иккĕмĕш Белорусси фрончĕсенчи çапăçусене хутшăнма пỹрет. Украинăна ирĕке кăларассишĕн пынă хирĕç-тăрура Николай Фомин водитель кунне-çĕрне пăхмасăр руль умĕнчен пăрăнаймасть. Вăрçăпа çар хатĕрĕсене фронт линийĕ патне вăхăтра çитерсе тăрать.

Украинăна нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларнă кунсем уйрăмах асра юлаççĕ Ярăслав çамрăкăн асĕнче. Çар командованийĕ çакăн пек приказ кăларать: «Кам та кам Днепр юхан шывĕ урлă чи малтан каçать, ăна Совет Союзĕн Геройĕ ятне памалла». Тен, çак приказа пурнăçлас тесе те мар пулĕ, Днепр урлă чи малтан каçаканни Микулай Фомин пулать. Фронт командующийĕ Ватутин генерал хăйĕн хушăвĕпе Н.Фомин водителе Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама документсем тăратать. Шел пулин те, «кулак ачи» ссылкăра пулни çиеле тухать: фронтри политпай çак наградăна Микулая памалла мар тесе йышăну кăларать. Совет Созĕн Геройĕн ячĕ вырăнне Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панипе çырлахаççĕ.

Паллах, Н.Фомин хăйне тивĕçнĕ паттăр ячĕсĕр юлнине пăхмасть пуçне усмасть, мĕншĕн тесен вăл наградăшăн паттăрлăх кăтартман, çĕнтерĕве хăвăртрах çитерес тесе кăна тăрăшнă.

1 9 4 3 - çулхи хĕл кунĕсенче бригада йышĕпе вăл Балтика тăрăхĕсенчи республикăсене ирĕке кăларнă çĕрте тĕрлĕ çапăçăва хутшăнать. Шауляй, Каунас, Рига х у л и с е м с ĕ р пуçне, Белоруссие, Польшăна, Кăнтăр Пруссие тата Чехие ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче палăрать. Унăн паттăрлăхне Совет правительстви икĕ хутчен _ «Паттăрлăх», «Кенигсберга илнĕшĕн» медальсемпе тата СССР Верховнăй Главнокомандующийĕн Тав хучĕпе наградăлать.

Германие çĕнтерсен те, Николай Фомин хĕрлĕ армеецăн çарти пурнăçĕ вĕçленмест-ха. Вĕсен дивизине Яппун самурайĕсен çарĕсене çапса аркатма Инçет Хĕвел тухăçне илсе каяççĕ. Кунта икĕ уйăха яхăн çапăçнă хыççăн чăваш ачин кăкăрĕ çине «Японие çĕнтернĕшĕн» медаль те çакса яраççĕ.

Тăватă çул ытла тăсăлнă вăрçă Çĕнтерỹпе вĕçленнĕ хыççăн, 1946- çулта, Микулай та мирлĕ ĕçе кỹлĕнет. Мĕн ватăлса пенсие тухичченех Патăрьел вăтам шкулĕнче, унтан «Сельхозтехникăра» автомашина водителĕ пулса тăрăшать, наставник вуншар çамрăка руль умне ларма пулăшать. Çемье çавăрса типтерлĕ пỹрт-хуралтă çавăрать. Мăшăрĕпе 4 ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

Иван Фоминăн икĕ ывăлĕ _ Василипе Федор та _ Аттелĕх вăрçине хутшăнса 7-8 çул çарта тăнă. Сăр хĕрринчи хỹтĕлев сооруженийĕсене туса пĕтернĕ хыççăн Василие фронта илнĕ. Вăл _ Лăпкă океан флочĕн матросĕ. Япони самурайĕсене хирĕç тăракан пĕрремĕш сыхлав оборонин 3-мĕш дивизионĕн старшини пулса çапăçнă. Чăваш матросĕ, аслă тетĕшĕсем пекех, Инçет Хĕвел тухăçĕнчи вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Тăван киле 1950-çулта III степень Мухтав орденĕпе тата «Японие çĕнтернĕшĕн» медальпе таврăннă.

Тата çакна та каласа хăвармалла, США-н гуманитари пулăшăвне Аляскăран Совет Союзне тиесе килнĕ 40 карап йышĕнче Ярăслав каччи службăра тăнă «Шывишен» те хутшăннă.

Иванăн иккĕмĕш ывăлне, 17-ри Хĕветĕре (1926 ç.ç.) 1 9 4 3 - ç у л т а Хĕрлĕ Çара илнĕ. Çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн вăл НКВД конвой çарĕнче службăна пуçланă. Латвири Вареклян хулинче йĕркеленнĕ конвой çарĕсен батальонĕнче салтак тивĕçне малалла, 1950-çулччен тăснă. Федор Фомин батальонĕн, тĕпрен илсен, тыткăна лекнĕ нимĕç салтакĕсене Белоруссирен Хĕвел тухăç облаçĕсене илсе тухса ĕç колонийĕсене вырнаçтармалла пулнă. Икĕ медаль кавалерĕ. Хăй каласа хăварнă тăрăх, Хĕветĕр Белоруссире 1944-çулта 11 нимĕç генералне çакса вĕлернĕ акцие те хутшăннă. Вĕсене çакса хумалли такансем патне хуралласа илсе пынă. Кун пирки Оборона министерствин вăрçă хыççăн кăларнă 8 томлă «История Великой Отечественной войны» кĕнекен пĕр томĕнче çырса кăтартнă йĕркесем те пур.

Асаттем çемйинчен иртнĕ вăрçа хутшăннă пилĕк салтак Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Халăх хуçалăхне çĕкленĕ, й

Асаттем çемйинчен иртнĕ вăрçа хутшăннă пилĕк салтак Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тунă, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Халăх хуçалăхне çĕкленĕ, йышлă ача-пăча ỹстерсе, çĕр-шыва юрăхлă граждансем çитĕнтернĕ. Тимĕрккен мăнукĕсем хушшинче министр çумĕ, КПСС райкомĕн секретарĕ, райхаçат редакторĕ, МЧС полковникĕ, ял хуçалăх, вăрман хуçалăхĕн инженерĕсемпе специалисчĕсем пур. Вĕсенчен нумайăшĕ Совет Çарĕн, Раççей Çарĕн йышĕнче салтак тивĕçне Устав хушнă пек чыслăн пурнăçланă.

Юлашкинчен çакна çеç каласшăн. Фоминсем сăн-питрен пурте уйрăмтарах пулсан та, юн тымарĕнче вĕсен пĕр йăх юнĕ чупнă. Пурне те пĕр тĕллев _ Аслă Çĕнтерĕве хăвăртрах çывхартас тĕллев пĕтĕçтернĕ, вăй-хал, чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх парса тăнă.

П.ФОМИН.

04 апреля 2025
13:35
Поделиться