«Тинĕсĕ» _ çумрах, «матрусĕсен» хатĕр тăмалла

2023-Çулхи октябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви тата Раççейĕпех паллă сăра вĕретекен «Балтика» компани хăмла ĕрчетес тĕлĕшпе килĕшỹ тунăччĕ. 2024-çулхи августра «Балтика» Чăваш патшалăх аграри университечĕпе те туслашрĕ: Чăваш Енре хăмла ĕрчетессипе пĕрле килĕштерсе ĕçлеме пулчĕç.

Çак программăпа килĕшỹллĕн, «Балтика» хăмлан çĕнĕ сорчĕсене сĕнет, аграри университечĕн ученăйĕсем вĕсене лаборатори условийĕсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ. Тĕпчев ĕçне укçа-тенкĕ енчен «Балтика» компани тивĕçтерет, хăмла ĕрчетессипе инвестор пулса тăрать.

Çакна та каламалла: «Балтика» 20 çула яхăн ĕнтĕ сăра вĕретмелли чи лайăх хăмла сорчĕсене сарас тĕлĕшпе ĕçлет, ку енĕпе унăн хăйĕн агропрограмми пур.

«Чăваш Енре хăмла ĕрчетме инвестицилени пире производствăна тата та анлăлатма май парасса кĕтетпĕр, _ тет «Балтика» компанин хăмла енĕпе ĕçлекен директорĕ Виталий Кулагин. _ Эпир çĕнĕ хăмла плантацийĕсем лартса çитĕнтерес шухăшлă, селекци ĕçне анлă сарса Чăваш Енре çĕнĕ сортсем ĕрчетме тытăнасшăн».

«Балтика» Чăваш Республикинчи фермер хуçалăхĕсемпе килĕшỹ тума пуçланă ĕнтĕ, пирĕн хăмлапа «Балтика-3» сорт сăра туса кăларать.

Кунсăр пуçне предприяти Шупашкарти «Техмаш» завода хăмла татса типĕтекен комплекс туса хатĕрлеме заказ панă.

Инвестор тупăннипе хавхаланса, пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕ те хăмла ĕрчетме шухăшлать. Округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Елена Ильичева пĕлтернĕ тăрăх, «Балтика» специалисчĕсем пирĕн патăмăра ĕçлĕ çул çỹревпе килсе кайнă. Хăмлаçăсене унчченхи «Родина» колхозăн Асанкасси ялĕ çывăхĕнчи пушă выртакан çĕр лаптăкне кăтартнă. Ĕлĕкрех кунта ял халăхĕ хăмла çитĕнтернĕ, çак культура тухăçĕпе колхоз районта та малта пынă.

«15 гектар çĕре арендăна илме килĕшрĕç, _ терĕ Елена Алексеевна. _ Çак лаптăка тасатса, çĕр пулăхне ỹстерсе, юпасем лартса, пăралук карса хăмла плантацийĕ хатĕрлеççĕ. Кĕркунне вара хăмла хунавне лартса хăвараççĕ».

«Балтика» компани пысăк ĕçе «çанă тавăрсах» пуçăнасшăн пулнине хăмла агрономне шырани те çирĕплетет. Çак отрасльпе ĕçлекен специалиста лайăх тỹлеме шантараççĕ. Çавăн пекех хăмлаçăсен бригадине те _ конкурс витĕр кăларса _ пуçтарасшăн. Асанкасси ялне округра чи телейли теме пулать: маларах кунта çĕвĕ цехĕ уçăлни те, инвестор хăмла ĕрчетме шутлани те вуншар çынна ĕçпе тивĕçтерме пулăшĕ.

Хăмла _ пирĕн тăрăхшăн çĕнĕ культура мар. Ас тăватăп-ха, «Шемуршинский» совхоз ăна _ 10, «Гвардеец» совхоз _ 8, Уруков ячĕллĕ колхоз _ 8, «Родина» колхоз 10 гектар çинче çитĕнтеретчĕç. Шăмăршă районĕ патшалăха çуллен 10-15 тонна типĕ хăмла сутнă. Уйрăмах тухăçлă 1976-çулта патшалăха 22,3 тонна леçме те пултарнă.

Самана улшăннă май, хăмла ĕрчетме те пăрахрăмăр. Юпине-пăралукне салатса пĕтертĕмĕр, сушилкăсене çĕмĕрсе тăкрăмăр. «Урăхран нихăçан та ан килтĕр пирĕн пата çак нушаллă культура!» _ тесех аркатрăмăр пуль хăмла пахчине...

Пурнăç малашне мĕнле пулассине пĕлсе тăма çук: акă хăмла та Шăмăршă тăрăхне каялла çаврăнса çитет. Мăйракаллă шултра выльăх усракан фермерсем малашне «Балтикăна» тислĕк сутма тытăнĕç. Органикă- сăр тухăçлă хăмла туса илейменнине унччен çак ĕçре вăй хунисем лайăх пĕлеççĕ.

... ИРТНĔ çу кунĕсенче _ Васанти Игорь Быков фермер хуçалăхне кайсан _ техника вырнаçтарнă хуралтăна кĕрсе куртăм. Çак хуралтă _ ахальли мар _ тахçан хăмла тасатса типĕтекен комплекс пулнăскер. Ун чухнехи укçапа та темиçе миллион тенке ларнă. Совхоза аркатнă чух сушилкăна та çĕмĕрсе тăкманшăн тав тумалла: мĕн пур агрегата кăларса ывăтнă пулсан та, хуралтине хăварнă. Çак пысăк хуралтăн пĕр вĕçĕнче стена тăрăх явăнса хăпаракан хăмла тунине асăрхарăм та, чун ыратса кайрĕ. Пурăнасшăн вĕт-ха ỹсен-тăран, ытти усал çум курăк хĕсĕрленине парăнмасăр хĕвел патнелле туртăнать. Темшĕн, çак ỹкерчĕк маншăн хăмла хăçан та пулин Васана та çаврăнса килессине систерекен паллă пек туйăнчĕ.

Хальлĕхе вара «Балтика» специалисчĕсем Палтиел ялĕ çывăхне те куçланă, юрăхлă лаптăк тупăнсан арендăна илес шухăшлă. Ĕç ăнсан Васана та, унччен хăмла ĕрчетнĕ ытти яла та çитĕç-ха. «Тинĕс» хумханать пулсан, «матруссем» валли ĕç тупăнатех...

Ив.САЛАНДАЕВ.



04 апреля 2025
14:29
Поделиться