«Тăван тавралăх хитре пултăр»

Тăван ен, тăван тавралăх, тăван ял... Пур-ши вĕсенчен хакли? _ Çук пуль. Тасалăхпа хăтлăх, тирпейпе илем пулсан, кунта тымар янине те, хăнана килекене те кăмăллă. Акă Анат Чаткас ял территори уйрăмĕ йĕркеленипе, Анат Чаткасри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ территорине хастарсем хыт-хураран, çỹп-çапран тасатрĕç. Халĕ чиркỹ таврашĕ те, купель те малтанхинчен нумай илĕртỹллĕрех. Кунта таса, хăтлă.

_ Чиркỹ таврашне тасалăхра тытни _ ял чысĕ, _ теççĕ субботника хутшăннисем.

С.Туктарова, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ.



04 апреля 2025
14:20
Поделиться