Хире чĕнет чĕре

Хире чĕнет чĕре

Округри çĕр ĕçченĕсене çур акине ирттерме 50 миллион тенкĕ укçа кирлĕ

ИРТНĔ эрнекун «Колос» Агрофирма» ООО техника паркĕ, чăннипех те, çуркуннехи хаваслă кăмăл-туйăмпа тулчĕ теме пулать. Округри ял хуçалăх предприятийĕсене ертсе пыракансемпе фермерсем тата ял территори уйрăмĕсен пуçлăхĕсем кунта çур аки умĕнхи агроинженери конференцине пуçтарăнчĕç.

Кăмăл-туйăма çĕклекенни _ пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни çеç мар. Хăнасене кунта тирпейлĕ территорире ретĕн-ретĕн лартса тухнă ял хуçалăх техники кĕтсе илчĕ. «Колос» Агрофирма» тата «Победа» ОООсен, Геннадий Макаровпа Надежда Угарина фермерсен мухтанмалли çук мар.

Акă Геннадий Макаровăн пропашной культурăсем акмалли çĕнĕ йышши сеялки, «Туман» опрыскивателĕ, «Победа» ОООн сарлака илекен культиваторĕ пурне те çывăха туртрĕ. Ял хуçалăхне çĕнĕ техникăпа тивĕçтерекен фирмăсен представителĕсем кашни агрегат çинчен тĕплĕн каласа-ăнлантарса пачĕç.

«Колос» Агрофирма» ООО хуçи Олег Кузнецов хăнасене тин çеç туяннă «Акрос-595» комбайна, иртнĕ çул заводран «хăваласа» килнĕ пысăк хăватлă икĕ «Кировец» трактора савăнсах кăтартрĕ.

Çапла, округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем техника паркне нумай çĕнетрĕç. Юлашки пилĕк çулта 265 миллион тенкĕ ытлалăх çĕнĕ техника туяннă. Конференцин теори пайĕ Пуянкасси ял Культура çуртĕнче иртрĕ. Авалтан пыракан ял хавалĕпе, пуянкассисем хăнасене çăкăр-тăварпа тата илемлĕ юрăпа кĕтсе илчĕç. «Аххаяс» халăх фольклор ушкăнĕ (ертỹçи _ Надежда Федотова) çĕр ĕçченне тата çăкăра халалланă номерсемпе кăмăла çĕклерĕ.

Конференцие округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин тата «Гостехнадзорăн» Чăваш Республи- кинчи инспекцийĕн ертỹçи Владимир Димитриев хутшăнчĕç, фермерсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç.

2025-çулхи çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттересси çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, экономикăпа ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Елена Ильичева доклад туса пачĕ. Елена Алексеевна çак цифрăсене илсе кăтартрĕ:_ округра 13 000 гектар ытла лаптăк çинче çурхи тырă акса хăвармалла; _ 1447 гектар çинчи кĕр тыррине минерал удобренийĕпе аталантармалла; _ пысăк тупăш паракан хĕвел çаврăнăш культури кăçал 3000 гектара яхăн йышăнĕ.

Паллах, паян пурне те укçа ыйтăвĕ калаçтарать. Елена Алексеевна уй-хир ĕçĕсене ирттерме 50 миллион тенке яхăн укçа кирли çинчен пĕлтерчĕ. Нумай хуçалăх кивçене кĕмесĕр ĕçлет, хăшĕн-пĕрин вара кредит илме тивет. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене патшалăх субсиди парса пулăшать. Иртнĕ çул патшалăх пирĕн округа техникăпа технологие модернизацилеме _ 13 миллион та 850 пин тенкĕ, элита вăрлăх туянма 1 миллион та 390 пин тенкĕ парса пулăшнă. Кăçал та 9 енлĕ пулăшу пама пăхнă. Субсиди илес тесен, документсен пакетне вăхăтра тата тĕрĕс хатĕрлемелле.

Округри çĕр ĕçченĕсем 2024-çулта мĕн пур лаптăкăн 11 процентне элита вăрлăхпа акнă. 2025-çулта В.Павлов фермер _ 10 тонна çурхи тулă тата урпа, В.Симурзин фермер _ 3,5 тонна сĕлĕ элита вăрлăхĕ, А.Юнкеров фермер _ 3 тонна суперэлита урпа тата 8 тонна элита çурхи тулă, Е.Пондякова фермер 60 тонна элита çурхи тулă вăрлăхĕ, Е.Пондяковăпа Ю.Лепешкин фермерсем хĕвел çаврăнăш вăрлăхĕ туяннă.

Т.Иванова фермер хуçалăхĕнче мĕн пур вăрлăхăн 30 проценчĕ, А.Егоров фермер хуçалăхĕнче 17 проценчĕ элита сорт йышăнать. Çурхи уй-хир ĕçĕ валли 2200 тонна минерал удобренийĕ кирлĕ пулсан, хальлĕхе «çĕр çăкăрне» 1800 тонна (82 процент) туяннă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви çирĕплетнĕ планпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи çĕр ĕçченĕсен кăçал 29 пин тонна _ тырă, 10,2 пин тонна _ çĕр улми, 2 пин тонна пахча çимĕç туса илмелле. Çак задачăна пурнăçлас тесен, акăнмасăр пĕр гектар çĕр те юлмалла мар, арендăна илнĕ лаптăксенче агротехника ыйтăвĕсене çирĕп пурнăçламалла, минерал удобренийĕпе тата гербицидпа наука вĕрентнĕ пек усă курмалла. Конференцире ял хуçалăхне çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, вăрлăхпа тата удобренипе тивĕçтерекен организацисен представителĕсем те сăмах илчĕç, фермерсене усăллă канаш пачĕç.

Ĕçлĕ куна вĕçленĕ май, округ администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Галкин пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе туса хатĕрленĕ «Агро про движение» комплекслă программăпа паллаштарчĕ, çак стратегие пурнăçа кĕртни ялта çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума тата пурнăç пахалăхне ỹстерме пулăшнине палăртрĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



04 апреля 2025
14:29
Поделиться