Администраци спорта юратать пулсан...

ÇАК кунсенче республикăри патшалăх влаçĕн органĕсенче тата вырăнти хăй тытăмлăхра ĕçлекенсен 23-мĕш Спартакиадин иккĕмĕш тапхăрĕн çĕнтерỹçисене палăртнă. Шашкăпа шахмат ăмăртăвне республикăри 26 команда хутшăннă. Хĕрỹ тупăшура Шăмăршă муниципалитет округĕн команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Командăри Вячеслав Антонов, Ильмира Тепитова, Евгений Воробьев, Наталья Спиридонова тата Сергей Петров республикăри чи вăйлă спортсменсен йышне кĕнĕ.



11 апреля 2025
11:29
Поделиться