Алă вăйĕпе палăрнă

Çак кунсенче Чăваш Республикинче мала тухассишĕн армрестлинг енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта 2007_2009-мĕш тата 2004_2006-мĕш çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем вăй виçнĕ.

Шăмăршă муниципалитет округĕн команди те пĕлтерĕшлĕ ăмăртăва хутшăннă. Мария Малова, Варвара Давыдова, Роман Игнатьев округ чысне ăнăçлă хỹтĕленĕ.

Хăй ỹсĕмĕнчи хĕрсем хушшинче, пысăк ăсталăх кăтартса, Мария Малова (Виçпỹрт Шăмăршă) хальхинче те çĕнтерме хăват çитернĕ.

Варвара Давыдова та (Шăмăршă) 2007_2009-çулсенче çуралнисем хушшинче 2-вырăна тухнă. Кунсăр пуçне, 19_21 çултисем хушшинче ăмăртса та пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине тăма тивĕçнĕ.

Роман Игнатьев (Шăмăршă) чи вăйлă спортсменсемпе тупăшнă, алă вăйне çеç мар, чун çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхне те кăтартнă. Çĕнтерỹçĕпе тата призерсемпе кăшт çеç танлашайман.

Округăн пултаруллă спортсменĕсене малашне те пысăкран пысăк ăнăçусем тума ырлăх-сывлăх, ăнтăлу сунатпăр.

Е.Жолобова.



11 апреля 2025
13:59
Поделиться