А.Лукианова: «Хам ирçе пулсан та, чунпа _ чăваш»

А.Лукианова: «Хам ирçе пулсан та, чунпа _ чăваш»

Регионсем хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» общество пĕрлешĕвĕ, ЧР Культура, наци тата архив ĕçĕсен министерстви тата «Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ» организаци Йĕпреçри Культура çуртĕнче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» регионсем хушшинчи конкурсăн зонăри тапхăрне ирттернĕ. Ăна Раççейри _ Хỹтĕлевçĕ тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкне халалланă.

Ун тĕллевĕ: ялти чăваш хĕрарăмĕн обществăри хастарлăхне ỹстересси, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин аталанăвĕнчи, наукăпа культурăри, демографинчи, сывлăх сыхлавĕн тата ачасене воспитани парассинчи тỹпине уçăмлăн кăтартасси, çемьери хутшăнусене çирĕплетме витĕм кỹресси, ял хĕрарăмĕсен пултарулăхĕ урлă çемье пĕлтерĕшне тата халăхăмăр йăли-йĕркипе кăсăкланассине вăйлатасси.

Конкурса хутшăннă пултаруллă чăваш хĕрарăмĕсем пилĕк енĕпе тупăшнă. Вĕсем: «Ал ĕç ăстисем. Чăваш улахĕ», «Чăваш апат-çимĕçĕ» (выставка-презентаци тата хăнасене кĕтсе илесси-ăсатса ярасси), «Эпĕ тата ман çемьем» паллаштару, «Тĕпел управçи» (салтак ачине пиллени), «Пултарулăх конкурсĕ».

Пĕлтерĕшлĕ конкурсра Шăмăршă муниципалитет округĕн чысне Анат Чаткас ял библиотекин заведующийĕ, кунти Культура çурчĕн аккомпаниаторĕ, Анат Чаткас ял территорийĕн хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ, «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕн ертỹçи, икĕ ача амăшĕ (СВО участникĕн амăшĕ), икĕ мăнуклă кукамай _ Алефтина Лукианова ирçе хỹтĕленĕ. Алефтина Геннадиевна ăсталăхне жюри пысăк хак панă. Ăсталăха çỹллĕ шайра кăтартма çак ĕç-пуç витĕм кỹнĕ: çекĕлпе кавир çыхни; наци блюдисене _ çăкăр-тăвара, хуплăва, какай шỹрпине, чăкăта, улмапа какай куклине, хуран куклине, шăрттана, пăшăхланă хура, çăмарта хăпартнине, кĕселе, мимĕре, сăрана _ презентацилени тата вĕсемпе хăнасене хăналаса юрлаттарни-ташлаттарни; хăйпе тата çемйипе видеоролик тата хăйĕн сăвви урлă паллаштарни; çамрăка пил парса салтака ăсатни; «Анне» автор юррине баян каласа шăрантарни.

Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Ольга Тимофеева, Анат Чаткас ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ Надежда Лисицына, Анат Чаткасра пурăнакан Ольга Зиновьева, Кивĕ Чукалти _ «Чукал каччисем» ансамбль тата Карапай Шăмăршăри «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ, Палтиел ялĕн тĕп клубĕн заведующийĕ Татьяна Долгова тивĕçлĕ пулăшу панипе Алефтина Геннадиевна финала тухнă, ЧНК Дипломне тата парнене тивĕçнĕ.

Финал вара Патăрьел округĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче октябрĕн 11-мĕшĕнче иртĕ.

Алефтина Геннадиевнăна тата ЧНК Шăмăршă округĕнчи уйрăмĕн председательне Александр Сатеева пысăк çĕнтерỹпе чунтан саламлатпăр, малашлăхра та пысăк çитĕнỹсем тума ырлăх-сывлăх, иксĕлми хавхаланупа вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр. Паллах, хĕрарăмсен конкурсĕнче финалта çĕнтерессе çирĕп шанатпăр.

Зинаида Свеклова.

 



11 апреля 2025
13:57
Поделиться