«Чи хитре хĕрарăм _ ача амăшĕ»

Апрел Ĕн 7-мĕшĕнче округри ЗАГС пайĕнче Çире пур хĕрарăмсен кунне чаплăн паллă турĕç. Çак уяв Пăлха- вăшни кунĕпе (Таса Хĕр Мария Турă Ывăлĕн амăшĕ пуласси çинчен хыпар илнĕ кунпа) пĕр килни мероприяти пĕлтерĕшне татах ỹстерчĕ.
...Капăр та хăтлă зал. Чуна лăпкăлăх кỹрекен çепĕç кĕвĕ янăрать. Икĕ йĕркепе çамрăк хĕрарăмсем ларса тухнă. Вĕсем _ çывăх вăхăтра алла пепке илме хатĕрленекенсем, маларах ача çуратнисемпе вĕсен ывăл-хĕрĕ. Кунтах _ Шăмăршă район больницин представителĕсем: Людмила Кузнецова гинеколог, Олег Львов педиатр, Михаил Викторов юрист, Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ _ Николай Чувашов протоиерей, Римма Калмыкова матушка (Анат Чаткасри Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ), Шăмăршăри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн çемьепе ачасене пулăшу паракан уйрăм заведующийĕ Ирина Антонова.
Акă ЗАГС пайĕн заведующийĕ, 7 ача амăшĕ _ Татьяна Матвеева мероприяти пуçланнине пĕлтерет, пепке кĕтекен хĕрарăмсене тата ача амăшĕсене уявпа саламласа сунăм сăмахне калать. Татьяна Петровна хыççăн çỹлерех асăннă юлташсем пĕрин хыççăн тепри сăмах илчĕç. Л.Кузнецова халерех «çуралнă» уяв историйĕпе паллаштарчĕ, йывăр çын хĕрарăмсене сиплев учрежденийĕсем çирĕп сăнаса тăнине, кирлĕ чухне тивĕçлĕ пулăшу пама хатĕррине пĕлтерчĕ. Людмила Алексеевна _ хĕрарăмсемпе пулас ача амăшĕсен сывлăхĕн шанчăклă хуралçи _ уяв тăршшĕпех хĕвеллĕ кулăпа çиçекенскер, савăнăçне пытараймарĕ:
_ Чи юратнă çынсем маншăн эсир _ ача кĕтекенсем. Çире пур тапхăр _ Çĕр çинчи чи пысăк телее кĕтсе илмешкĕн хатĕрленмелли тапхăр. Çак телей _ ПЕПКЕ, çĕр-шывăмăрăн гражданинĕ, пирĕн малашлăх. Хăвăра та, пулас пепкĕре те упрăр!
О.Львов çире пур чухне сывлăха тĕрĕслесех тăмаллине хытарса каларĕ. Йăхран куçакан чир- чĕре ача амăш варĕнче чухнех сиплеме кирлине тата май пуррине, ача çут тĕнчене килсен те, сывлăхне тăтăшах сăнаса-сиплесе тăмаллине, хырăм пăрахни (аборт) хĕр-хĕрарăма яланлăхах ачасăр хăварма пултарнине палăртрĕ.
_ Обществăна сывă наци кирлĕ, çакна асра тытăр, _ терĕ Олег Иванович.
Николай Чувашов протоиерей те хырăм пăрахни _ Турă саккунне хирĕçленине, преступлени (çын вĕлерниех-çке!) иккенне ăнлантарчĕ. Çие юлнă пепкене упраса хăварма чĕнсе каларĕ, паллах, сывă та тĕреклĕ пепкесене алла илме сунчĕ.
Ун сăмахне Римма Калмыкова чун-чĕрери ăшă туйăмпа тăсрĕ, ача кĕтекенсем чи телейлĕ çынсем иккенне пĕлтерчĕ.
Михаил Викторов вара çире пур хĕрарăмсене, ача амăшĕсене юридици пулăшăвĕ памашкăн яланах хатĕррине шантарчĕ.
Ирина Антонова пулас ача амăшĕсене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу парса тăнине аса илтерчĕ.
Темиçе ачаллă кил-йыш тĕреклĕ те туслă пулнине, Ирина Николаевна сăмахĕпе килĕшсе, нумай ача амăшĕ Лариса Юманова çирĕплетрĕ. Сăмах май, кăçал округра 13 ача çуралнă.
Савăнăçпа ялкăшакан хĕрарăмсене тухса калаçнă представительсем сывлăха упрама вĕрентекен сĕнỹ-памятка, брошюра, тĕн кĕнеки, сувенир, пылак çимĕç парнелерĕç. Кăмăллă пулăм! Лариса Юмановăпа Екатерина Якушовăн пĕчĕк ывăлĕсем амăшĕсен чĕрçи çинче сикнине, Александра Мресовăн ик эрнери хĕр пĕрчийĕ амăшĕн алли çинче паппа тунине, паллах, юратса та ăмсанса сăнарĕç. Çапла, ача амăшĕ пуласси _ телей. Ачаллă çемье вара _ патшалăх тĕрекĕ.
Зинаида Свеклова.