«Эпĕ _ мир салтакĕ!»

Хуларан таврăннă чух автобус çинче юнашар ларса пыракан салтакпа калаçма тỹр килчĕ. Ятне-шывне туллин пĕлтермесен те, вăл хамăр округ çынни иккенни паллă пулчĕ. Вулакансене хамăр хушăмăрта пулса иртнĕ калаçу пирки пĕлтерессине пирвайхи тивĕçĕм тесе шутлатăп.
Автор
_ Сывлăх сунатăп Сире, салтак юлташ? Сирĕнпе юнашар ларма юрать-ши?
_ Сывлăх сунатăп Сире те! Паллах, юрать, ларăр (аллипе пушă ларкăча кăтартса).
_ Эсир _ СВО участникĕ пулĕ-ха, канма килекенскер пулĕ?
_ Çапла. Тăрнасем те вĕçсе килчĕç кăнтăртан, эпĕ _ таврăнатăп СВОран, паллах, вăхăтлăха.
_ Саламлатăп Сире...
_ Тавах. «Батя» тесе чĕнĕр мана.
_ Эпĕ _ Зинаида, Зина аппа тесен те юрать. Мĕнле кăмăл-туйăмпа çывхаратăр тăван килĕре?
_ О-о-о! Ăна каласа ăнлантараймастăн... Автобус çинчен анса чупас килет. Питĕ тунсăхларăм. Вут-çулăмлă, тĕтĕм-сĕрĕмлĕ, татти-сыпписĕр дрон вĕçекен çапăçу хирĕнчен хăвăртрах хамăн ял ытамне лекес килет. Çывăхри вăрманта кăкăр тулли уçă сывлăшпа сывлас килет, вĕри мунчара рехетленсе çапăнас килет... Атте- аннепе хире-хирĕç ларса пĕр чарăнми калаçас килет, çемьепе пĕрле пулас килет. Иртнĕ ноябрьте эп кукаçи пулса тăтăм _ мăнукăма утьăкка сиктересчĕ, мăшăрăмпа, хĕрпе, кĕрỹпе васкамасăр чей ĕçсе ларасчĕ... Эп передовăйĕнчен тухса та курман вĕт.
_ Апла, Эсир _ контрактник?
_ Çапла. Штурмовик. Штурмовиксен ротин командирĕ. 2024-çулхи мартăн 28-мĕшĕнченпе _ вăрçăра. Донецк Халăх Республикинче тăратăп.
_ Питĕ хăрушă та яваплă çĕрте Эсир. Калăр-ха, кăкăр çинчи медале _ «За отвагу» тесе çырнă _ мĕншĕн панă Сире?
_ Тĕрĕссипе, медаль çакма юратсах каймастăп. Атте-аннене савăнтарас тесе çеç çакрăм. Ăна Журавка ялне ирĕке кăларнăшăн пачĕç. «Аслă сержант хăйĕн ротине лайăх ертсе пынăшăн, хăюлăхпа паттăрлăхшăн çак медале тивĕç», _ тесе палăртрĕ çар командованийĕ.
_ Паттăр командир Эсир, мухтавлă ентеш!
_ Чапа тухассишĕн çапăçмастпăр. Хамăр çĕр-шыва, çĕнĕ регионсене хỹтĕлетпĕр. Пире мир кирлĕ. Хăвăртрах нацистсене çапса аркатасчĕ. Ним айăпсăр инкек тỹсекен мирлĕ халăх лăпкăн, ирĕклĕн пурăнма пуçлатăр тесе тăрăшатпăр.
_ Батя, тылран ăсатакан гуманитари япалисем передовойне çитеççĕ-и?
_ Гуманитари пулăшăвне хаяр çапăçу пыракан вырăна çитерме питĕ хĕн. Салтак вăл кирек мĕнле лару- тăруран тухма та май тупать. Шыв пулсан, ытти веçех пулать.
_ Вăрçăра чи кирли мĕн?
_ Çирĕп дисциплина, туслăх, пĕр-пĕриншĕн яваплă пулни тата çирĕп ăс-тăн, сывлăх, спортпа туслăпулни...
_ Ăнланмалла. Эсир, Батя, Хăвăр спортсмен пулĕ-ха? Тепĕр тесен, Хăвăр çинчен каласа пама хирĕç мар пуль?
_ Эпĕ, 1981-çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнче çуралнăскер, улттăрах шкула кайнă. Çуран та, йĕлтĕрпе те лайăх чупаттăм, район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса мала тухнă. Аттестат çине виçĕ «3» кайрĕ. Университета кĕресшĕнччĕ _ конкурс витĕр тухаймарăм. Совет Çарне илчĕç, Саратоври огнеметнăй батальона лекрĕм. Взвод командирĕн заместителĕн тивĕçне пурнăçларăм. Спорт енĕпе вăйлă пулни мана çар службинче питĕ пулăшрĕ. Спорт _ чăтăма, чун çирĕплĕхне туптать-çке! Çартан кĕçĕн сержант званийĕпе таврăнтăм. Унтан Шупашкарта пĕр уйрăм предприниматель çине ĕçлесе пурăнтăм: инçетри рейссене çỹрерĕм _ дальнобойщик ĕçне турăм.
_ Батя, Сире мĕн хистенĕ-ха Хăвăр ирĕкĕрпе ятарлă çар операцине кайма?
_ Асаттемпе кукаçейĕм Аслă Аттелĕх вăрçинче çапăçса Германие те çитнĕ, унта тăшмана аркатса тăван киле Çĕнтерỹпе таврăннă. Кукаçей Япони вăрçине те хутшăннă. Вĕсем _ маншăн ĕмĕтри сăнарсем вырăнĕнче! Аттем Челябинск облаçĕнче авиацире çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă, водительте тимленĕ. Çичĕ теçеткене çитсен те фермер патĕнче тар тăкать. Унри хастарлăх мана та куçнах ĕнтĕ, Райпо системинче вăй хунă аннем пĕчĕкрен: «Ывăлăм, вăйсăррине вăйлин хỹтĕлемелле», _ тени паян та мана мирлĕ халăха хỹтĕлеме, нацистсемпе кĕрешме хистет.
_ Мĕн каласшăн Эсир паянхи çамрăксене, Батя?
_ Çĕр-шывăмăр _ пĕрре! Уншăн кирек камăн та кирек хăçан та кĕрешме хатĕр пулмалла...
_ Ай, çитрĕм эп! Сире, Батя, отпускра лайăх канса вăй пухма сунатăп. Пурсăра та ырă-сывă кĕтсе илме Турă пиллетĕр!
_ Тавах, Зина аппа! Пире Çĕнтерỹпе кĕтĕр!
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.