Йăлари каяшсене тирпейлеме вăхăт

ЙĂЛАРИ хытă каяшсене (вырăсла _ твердые бытовые отходы) уйрăмшарăн пуçтармалли çинчен тахçантанпах калаçатпăр. Халĕ «лав» тинех вырăнтан тапранĕ теме пулать. Шăмăршăри «Коммунальник» ОАО генеральнăй директорĕ Андрей Табаков пĕлтернĕ тăрăх, округ центрĕн Шоссейная урамĕнчи 15-мĕш çуртра йăлари хытă каяшсене йышăнмалли пункт уçăлнă. Тĕрлĕ ăпăр-тапăра уйрăмшарăн пуçтарни экологи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшасса шанатпăр.



11 апреля 2025
11:29
Поделиться