Кăркăссемпе туслăх çирĕпленет
МАРТĂН 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Кăркăс Республикин Хусан хулинчи Генеральнăй консулĕпе Эрик Бейшембиевпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркеленĕ.
Кăркăс Республики Чăваш Ен суту-илỹпе çыхăну тытакан 84 çĕр-шыв хушшинче иккĕмĕш вырăн (экспортпа _ пĕрремĕш, импортпа _ çиччĕмĕш) йышăнать. Чăваш Республикинчи «ЧЭАЗ» ООО, «Релематика» ООО, «Экра» НПП ООО предприятисем чикĕ леш енне электроника, реле, автоматика тата ытти продукци ăсатаççĕ. «Акконд» ООО та экспорта анлăн хутшăнать. «Химпром» водород перекиçне ăсатать. Кăркăссем пирĕн патăмăра хура металран тунă изделипе кĕпе-тумтир тăратаççĕ.
Чăваш Республики Кăркăс патшалăхне медицина туризмĕн сферинче те тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнет. Çавăн пекех культура, спорт, вĕренỹ енĕпе те пирĕн республика пысăк пулăшу пама пултарать. Кăркăс Республикине вара энергетикăна аталантарма пулăшу кирлĕ.
Олег Николаев Чăваш Енпе Кăркăс Республи- кинчи туслăх малалла та çирĕпленсе пырасса шаннине палăртнă.
Е.ЖОЛОБОВА.