«Çỹл тỹпере миçе çăлтăр?»
«Пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕ» ГАНОУ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕ (председателĕ _ Наталья Николаева) пуçарнипе, ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министерстви пулăшнипе, «Школа Космогения» интенсивлă профиль программине çул панă. Ун участникĕсем _ Чăваш Енĕн 41 вĕренекенĕ. Вĕсем «Шуршăл тăрринчи сан çăлтăрусем» проекта активлă хутшăннă.
2024-2025-мĕш вĕренỹ çулĕнче 7 уйăх хушши арçын ачасемпе хĕрачасем проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе тĕрлĕ ĕç-пуç тунă: космос персонажĕсене шутласа кăларнă, кăсăклă калав çырнă, ỹкерчĕксем тунă, фантастикăлла видеоролик ỹкернĕ. Чи ăнăçлă ĕçсене суйласа илнĕ, вĕсен авторĕсене «Эткер» центра пухнă. Ачасене «Шуршăл тăрринчи сан çăлтăрусем» проект логотипĕллĕ футболкăсем, ытти эксклюзивлă парне парса хавхалантарнă.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем _ Алексей Васильев (7-класс), Маргарита Митрофанова (8-класс), Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Евгений Малышкин (7-класс) проект ĕçне хастар хутшăнса çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем «Эткер» центрта вĕренỹпе практикăн тата канăвăн эрнелĕх программине шĕкĕлчеççĕ: космоспа çыхăннă наукăсемпе паллашаççĕ, опыт-эксперимент тăваççĕ. Чăваш Енри Хĕрарăмсен Союзĕн председателĕпе Наталья Николаевăпа тĕл пулни, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн, Андриян Николаев летчик-космонавтăн мемориал-комплексĕнче (Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăл ялĕ) экскурсире пулса курни яланлăхах асра юлĕç. Пĕлме çук, тен, пирĕн округăн хастарĕсем пурнăç тĕллевне космонавтикăпа та çыхăнтарĕç. Вăхăт кăтартĕ...
Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.