Орден паллине тивĕçнĕ

Чуна шăнăçайми мăнаçлăхпа пĕлтеретпĕр: пирĕн округран мобилизациленнĕ икĕ салтак _ Валерий Большаковпа Леонид Ларионов _ ятарлă çар операцийĕнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн пысăк наградăна тивĕçнĕ. Вăл _ Çветтуй Георги Хĕресĕн 4-степень палли!

Валерие _ кукамăшĕ Нина Ильинична Большакова, Леонида амăшĕ Зинаида Ивановна Ларионова пăхса ỹстернĕ, чăн-чăн çын тăвассишĕн ырми-канми тăрăшнă.

Нина Ильиничнăна _ мăнукĕ, Зинаида Ивановнăна ывăлĕ награда илнĕ ятпа пĕтĕм чĕререн ăшшăн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх сунатпăр, Тăван çĕр-шывăн чăн-чăн хỹтĕлевçисене çитĕнтернĕшĕн вĕсен пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуç таятпăр. Паттăр ентешĕмĕрсене вара МИР туптавĕнче сывлăх, ăнăçу сунатпăр, вĕсене Çĕнтерỹпе кĕтетпĕр.

З. Воробьева.



11 апреля 2025
10:48
Поделиться