Пин те тăхăр çĕр хĕрĕх пиллĕкмĕш çул

Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине уявлас умĕн эпир чи малтан Тăван çĕр-шывшăн çапăçса хăйсен пурнăçне те шеллемен паттăр ентешсене аса илетпĕр. Вĕсем _ вилĕмсĕр, ĕмĕр-ĕмĕр мухтав вĕсене!

Шăмăршă муниципалитет округĕнчи кашни ялтах вăрçăра вилнисен ячĕпе палăк лартнă. Çĕнтерỹ уявĕнче ял çыннисем вĕсен умне чĕрĕ чечексем хураççĕ, фронтран таврăнайманнисене тата киле килсен вилнисене асăнса пĕр самант шăп тăраççĕ.

Çапла, пысăк çухату кỹнĕ юнлă вăрçă. Шăмăршă районĕнчи сакăр çемье _ тăватă ывăлне, вун сакăр çемье _ виçĕ ывăлне кĕтсе илеймен. Пăчăрлă Пашьелĕнчи Можаевсен, Шамккайри Юдинсен, Кивĕ Чукалти Карзановсен, Вырăс Чукалĕнчи Нефедовсен, Кокшинсен, Рубцовсен çемйисем _ пилĕк ывăлне, Улмаллăри Корчагинсен çемйи ултă ывăлне вăрçăра çухатнă.

Тăван çĕр-шыв пирĕн 57 паттăра _ Аттелĕх вăрçин орденĕпе, 12 çынна _ Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, 156 салтакпа офицера _ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, 72 фронтовика _ Мухтав орденĕпе, 2 паттăра Александр Невский орденĕпе чысланă.

Çĕнтерĕве çывăхартассишĕн ял çыннисем те чунтан тăрăшнă. Хăйсем выçă ларсан та, фронтри салтаксемшĕн нимĕн те шеллемен. Нумай çамрăка Шупашкарти, Пермь, Челябинск, Свердловск, Нижний Тагил хулисенчи çар завочĕсене ĕçлеме илсе кайнă. Хĕрсем Мускав çывăхĕнчи шурлăхра торф кăларса асапланнă.

Улатăр çывăхĕнче окоп чавса нушаланнă хыççăн та килте канма паман: шартлама сивĕре фронт валли вăрман каснă, йывăçа лашапа Йĕпреç е Вăрнар чукун çул станцийĕсене турттарнă. Пăравус кăмакинче çунтарма мĕн чухлĕ йывăç шакмакĕ хатĕрленĕ тата! Вăрманта сĕм çĕрлеччен ĕçлесе пилĕк таранах йĕпеннĕ, пăрланса кайнă кĕпе-йĕме, çăпатапа кăçатта «буржуйка» текен тимĕр кăмака çумне хурса типĕткеленĕ.

Шăмăршă районĕнче пурăнакансем «Чĕмпĕр_Пăва» чукун çул тума та хутшăннă, Оборона комитечĕн хушăвне вăхăтра пурнăçланă.

Ял халăхĕ выçăпа аптăранă, нумайăшĕ шыçăпа вилнĕ. Çăка çулçине типĕтсе вĕтетнĕ те, кăштах çăнăх, çĕр улми хушса, пашалу пĕçернĕ. Çĕр улмине кăмакара типĕтсе фронта ăсатнă.

Архиври чуна çỹçентерекен цифрăсем: Шăмăршă районĕнче 1941-çулта _ 37, 1942-çулта _ 71, 1943-çулта _ 134, 1944-çулта _ 142, 1945-çулта 68 ача выçăпа вилнине регистрациленĕ. Ялĕ-ялĕпе пĕчĕк ачасем те юлман, ватă çынсем те пурнăçран уйрăлса кайнă.

1944-çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче ача çурчĕ уçăлсан, ашшĕсем фронтра вилнисен ачисене унта вырнаçтарнă. Ачасене вăрман- та _ кăмпа-çырла, мăйăр, ут кăшкар, çырма-çатрара вĕлтрен хатĕрлеме хутшăнтарнă, çапла майпа выçă хырăма улталанă. Хĕл валли вăрманта вутă-шанкă хатĕрлеме те ачасене явăçтарнă.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи ача çурчĕ çумĕнче лаша, виçĕ качака, пилĕк сысна усрани те кăштах çăмăллăх кỹнĕ.

Вăрçă çулĕсенче Шăмăршăри райпромкомбинант 20 тĕрлĕ ытла продукци, çав шутра фронт валли йĕлтĕр, наççилкке, çуна, кĕреçе туса кăларнă. Комбинат çумĕнче кирза атă çĕлекен цех та уçнă. Госпиталь валли вăрманта кăмпа-çырла, эмел курăкĕ пуçтарнă. Сăмала, тикĕт, скипидар _ пурте фронта кайнă.

Район халăхне Çĕнтерĕве çывăхартма мобилизацилес тĕлĕшпе парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.Дубов тата райĕçтăвком председателĕ Д.Григорьев пысăк вăй хунине те палăртмалла. Шăмăршăри МТС директорĕнче ĕçленĕ А.Курманинпа З.Степанова тылри паттăрсен шутне кĕртмелле. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата киле таврăнсан çĕре кĕнĕ фронтовиксен ячĕсене ĕмĕр манăçми тăвас тесе, 1995-çулта Шăмăршă районĕн Астăвăм кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Шел те, унта хăш-пĕр фронтовик ячĕ кĕмесĕр сиксе юлнă. Çак йăнăша 2018-çулта район Энциклопедине хатĕрлекенсем шута илчĕç, вăрçа хутшăннă тата 47 çын ятне пурсăмăр та вуласа пĕлтĕмĕр.

Акă Пуянкассинче çуралнă Василий Алексеева фронтри паттăрлăхшăн _ Хĕрлĕ Çăлтăр, II-тата III-степень Мухтав, Виçпỹрт Шăмăршăри Петр Ямщикова _ III-тата II-степень Мухтав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе чысланă пулнă.

Тăванĕсемпе çывăх çыннисем, ял-йыш вăрçă паттăрĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.

2024-çулта _ пуçару бюджечĕ пулăшнипе тата ял-йыш тăрăшнипе _ Шăмăршăра мемориал туса лартрĕç. Мрамортан тунă 10 стела çине 306 паттăр ятне çырса хунă. Иртнĕ уйăхра мемориалта Ĕмĕрхи çулăм йăлкăшма пуçларĕ. Çакăн пек чаплă мемориал округри кашни пысăк ялтах çĕкленсен мĕн тери лайăх пулмалла. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе пĕрлех «вĕри» точкăсенче çапăçса паттăрла вилнисен ячĕсене те ĕмĕр асăнмалла тăвасчĕ.

Çак ырă ĕç çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшĕ, йывăр килсен Тăван çĕр-шыва хỹтĕлемешкĕн хатĕр тăма вăй парса тăрĕ.

Ив.САЛАНДАЕВ.



11 апреля 2025
10:05
Поделиться