Проекта кĕртнĕ, ĕçлемелле кăна

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН социаллă пурнăçĕпе экономикине 2025-2030-çулсенче аталантармалли Комплекслă программăна Шăмăршă муниципалитет округĕн 87 инфраструктура проектне (пурĕ 2,5 миллиард тенкĕлĕх) кĕртнĕ. Çав шутра «Строительство тата ЖКХ» отрасльпе _ 27 проект.

Халăха чи хумхантараканни _ округра ĕçмелли таса шыв ыйтăвне татса парасси. Проектра 16 яла 84,3 километр водопровод сечĕ тăсма палăртнă. Çавăн пекех Шăмăршă ялĕнче 9 километр тăрăшшĕ тасатакан канализаци сетьне реконструкцилемелле тата çĕнетсе тух- малла.

Кунсăр пуçне 5 çĕрте (Шăмăршăри Культура керменĕнче, Шăмăршă округ администрацийĕнче, «Туслăх» спорт шкулĕнче, Анат Чаткасри тата Патирекри Культура çурчĕсенче) блокпа модуль котельнăйĕсем туса хута ямалла.

Çапла, проектсем пур, вĕсене ĕçе кĕртессишĕн çанна тавăрса вăй хумалла.



11 апреля 2025
11:27
Поделиться