Пуçару проекчĕсем «ĕçлеме» пуçăнчĕç

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнче кăçал 31 пуçару проектне ĕçе кĕртме йышăннă. Çак пысăк ĕç валли республика тата округ бюджетĕнчен 74,8 миллион тенкĕ укçа уйăрма пăхнă.

Пуçару проектсем «ĕçлеме» пуçăнчĕç теме пулать: хальлĕхе 11 проектпа (35,5 проект) муниципалитет контрактне çирĕплетнĕ, 10 проектпа (32,3 проект) аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ. 4 проект аукцион витĕр тухнă ĕнтĕ, 6 проекта закупкăсен план-графикне кĕртнĕ.



11 апреля 2025
11:28
Поделиться