Сергей Галкина Дипломпа чысланă
ИРТНĔ эрнере «Шупашкар _ Арена» Пăр керменĕнче Чăваш Республикинче Спорт министерствин анлă ларăвĕ пулнă, ун ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.
Ларура физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе 2024-çулта мĕнле ĕçленине сỹтсе явнă тата 2025-çул валли çĕнĕ тĕллев палăртнă.
Физкультурăпа спорта халăх хушшинче анлăн сарас тĕлĕшпе ирттернĕ республика смотр-конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхне Сергей Авенирович Галкина Дипломпа чысланă.
Шăмăршă муниципалитет округĕнче кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕ иртет, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсенче ятарлă программăсем пурнăçланаççĕ. «Шкулти волейбол», «Шкулти футбол», «Шкулти баскетбол», «Шкулти шахмат», «Шкулти самбо» тата ытти программа ачасене вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕпленме пулăшать.