Шăмăршăсем _ виççĕмĕш
Тутарстанăн Çĕпрел район центрĕн _ Чăваш Çĕпрелĕн _ «Акчарлак» («Чайка») бассейнĕнче спорт шкулĕсен çамрăк воспитанникĕсем хушшинче мала тухассишĕн ишевçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăна Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă.
Ăмăртăва Шăмăршă тата Патăрьел муниципалитет округĕсен, Тутарстанăн Çĕпрел тата Пăва районĕсен 4 командин 120 спортсменĕ хутшăнчĕ.
Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, пирĕн округăн «Туслăх» спорт шкулĕ тăратнă ишевçĕсем лайăх кăтартупа савăнтарчĕç. Вĕсем: Бахтияр Ефремов, (çурăм çинче 50 м ишессипе), Степан Паймин (ирĕклĕ мелпе _ 100 м, çурăм çинче 50 м ишессипе), Станислав Бибуков (ирĕклĕ мелпе _ 100 м, комплекслă мелпе 100 м ишессипе), Димитрий Якушов, Эдуард Иванов (ирĕклĕ мелпе 100 м ишессипе), Марк Глазков (ирĕклĕ мелпе 25 м ишессипе), Полина Быкова, Ольга Кузьмина, Ульяна Якушова (комплекслă мелпе 100 м ишессипе), Дарина Романова ( ирĕклĕ мелпе 25 м ишессипе). Командăсем хушшинче пирĕн округ ишевçисем 3-вырăна тухрĕç.
Çамрăк спортсменсене малашнехи ăмăр- тусенче те ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тума сывлăх, ăнтăлу сунатпăр.
В.Бондареев, Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.