Сăваплă ĕçĕн усси пысăк

Кану кунне пăхмасăр Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕн начальникĕ Вячеслав Яковлев мана шăнкăравласа ячĕ.
_ Пĕлетĕр-и, питĕ пархатарлă ĕç турăмăр. Ял-йышпа гуманитари япалисем пухрăмăр. Кĕске вăхăтрах клуба ял-йыш миххи-миххипе, банки-банкипе апат-çимĕç илсе килчĕ. Мĕн кăна çук кунта: çĕр улми, сало, тушенка, хатĕр пăтăсем, пылак çимĕç, маринадланă купăста, хăяр-помидор тата кăмпа _ веçех килте хатĕрлени, _ тулли кăмăлпа пĕлтерчĕ вăл.
Вячеслав Александрович гуманитари япалисем пырса панă çынсен ячĕсене йĕркипе каласа тухрĕ. Вĕсем: Надежда Тимофеева, Валерий Измайлов, Петр Измайлов, Андрей Мамонтов, Елена Тукмакова, Геронтий Сидоров, Александр Львов, Николай Чугунов, Владимир Алексеев, Татьяна Иванова, Вера Прохорова, Галина Кузьмина, Татьяна Полякова, Алиса Михайлова, Галина Григорьева, Зоя Лукьянова, Венера Быкова, Ирина Железова, Людмила Арбузова. Килте хатĕрленĕ пахча çимĕçе илсе пынипе пĕрлех, вĕсене ещĕк-коробкăна вырнаçтарма тата округ центрне пушатма пынисем те тав сăмахне тивĕçлĕ. Çак йышра _ Лариса Старшова, Ираида Кудряшова, Людмила Столярова, Сергей Лаврентьев, Светлана Сидорова, Василий Тенишев, Надежда Петрова, Наталья Лаврентьева.
Пухăннă апат-çимĕçе Вячеслав Александрович хăй машинипе Шăмăршăри Культура керменне _ вырăнти йышăну пунктне леçнĕ. Округри ытти ял та пĕрлехи пархатарлă ĕçе хутшăннине палăртмалла. Уйрăмах Анат Чаткас, Васан, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел ял территори уйрăмĕсен гражданĕсем ку енĕпе хастарлăх кăтартнине асăнмалла. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партин вырăнти уйрăмĕ (ертỹçи _ Ираида Пыркина) йĕркеленипе те фронтпа госпитале, мирлĕ халăха кирлĕ маскировка сетки, апат-çимĕç нумай янтăланă. Килти ытлашши апат-çимĕçе Курск тăрăхне _ икĕ çар бригадине, çар госпитальне, вăрçа пула инкек тỹсекенсем (кил-çуртсăр юлнисем) тата ирĕке кăларнă Суджие каялла таврăннисем патне ăсатнă.
Çак ĕç-пуçа тата маларах сисĕмлĕ пулăшу кỹнине (маскировка сетки, дронран хỹтĕленмелли плащ, строительство материалĕ т.ыт.те нумай ăсатнине) кура, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнне (ертỹçисем _ Надежда Константиновăпа Марина Васильева) 1-мотострелковăй батальонăн 74-уйрăм гварди мотострелковăй бригада командованийĕ Тав çырăвĕпе хакланă. Тивĕçлĕ хаклав!
Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕнче (ертỹçисем _ Валентина Еремеевăпа Галина Веденеева) тăрăшакансем çыхнă хỹтлĕх каррисем, çĕленĕ ятарлă повязкăсем вырăна çитни те _ ырă пулăм. Март уйăхĕнче кăна 18 маскировка сетки çыхнă ку ушкăн, 28 хỹтлĕх плащĕпе 10 утиял тата 150 повязка çĕленĕ. Вĕсене фронтăн 6 енне ăсатнă. Çак мар-и-ха вăл патриотизм?! Çак мар-и-ха вăл фронтпа тыл пĕрлĕхĕ?! Çак мар-и-ха вăл пулас Çĕнтерĕвĕн çирĕп никĕсĕ?! Ку ушкăнăн вышкайсăр пысăк ĕçне те çỹлерех асăннă çар командованийĕ Тав çырăвĕпе палăртнă.
«Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕсене, гражданла тĕрĕс позици йышăннă ял çыннисене пурне те пĕтĕм чун-чĕре ăшшипе тав тăвас килет, паллах, вĕсен виçесĕр пархатарлăхĕ умĕнче çĕре çити пуçăма таяссăм килет.
_ Сирĕн ĕçĕр питĕ вырăнлă, ырă çыннăмăрсем! Эсир пулăшнипе салтаксем _ тĕреклĕ, инкек куракан мирлĕ халăх çирĕп шанăçлă. Апла тăк, çакăн пек патриотизм туйăмĕ пире Çĕнтерĕве кĕтсе илме пулăшĕ. Турă сывлăхне тата перекетне патăр Сире!
Автортан. Статьяна хатĕрлесе пĕтернĕ хушăра ырă хыпар килчĕ: Шăмăршă округĕнчен янă гуманитари пулăшăвĕн япалисем вырăнсене тĕрĕс-тĕкел çитнĕ, вĕсене илекенсем пурне те тав тăваççĕ, çав тери савăннă. Эппин, халăх тăрăшни сая каймарĕ.
З.Свеклова.