Çуркуннехи сунар сезонĕ пырать

Администраци спорта юратать пулсан... АПРЕЛĔН 1-мĕшĕнче Чăваш Республикинче ятарлă путевкăпа, шывра ишекен кайăксене (пернатая дичь) тытма ирĕк паракан сунар сезонĕ пуçланнă. Çак сезон апрелĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет.

Сунара çỹреме юракан вырăнсене пĕрремĕшпе иккĕмĕш зонăсем çине пайланă. Пирĕн Шăмăршă округĕ пĕрремĕш зонăна кĕрет. Ятарлă путевка илнĕ тата кирлĕ документсем хатĕрленĕ сунара талăкра 5 кайăк кăвакал, 2 кайăк хур тытма ирĕк параççĕ.

Сунарçăсен сарă тĕслĕ кайăк хура (серый гусь), кайăк кăва- калăн амине, ăсанпа карăка тытма юрамасть.



11 апреля 2025
11:08
Поделиться