Ватлăх телейĕ _ мăнукăмсенче
Хайпăлара пурăнакан Олимпиада Матвеева 85 çул тултарчĕ. Паллă пулăмпа ăна Пуянкасси ял территори уйрăмĕн начальникĕ Сергей Петров саламларĕ, çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн округ администраци ятĕнчен чĕререн тав турĕ.
Олимпиада Александровна 25 çул хушши Хайпăла ялĕн вулавăшĕнче библиотекарьте тимленĕ. Ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн Шăмăршă район администрацийĕн (ĕçтăвкомĕн) Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.
Мăшăрĕпе Валерий Николаевичпа пĕрле икĕ ывăлпа пĕр хĕре тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асламăшĕпе кукамăшĕ халь 4 мăнукĕпе тата 7 кĕçĕн мăнукĕпе йăпанать.
_ Ватлăх телейĕ _ мăнукăмсенче, _ тет юбиляр. _ Вĕсемпе нумай-нумай çул савăнса пурăнасчĕ-ха.
Çапла пултăрччĕ. Олимпиада Александровнăна эпир те, округ çыннисем, вăрăм ĕмĕр ĕмĕрлеме çирĕп сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр.
Е.Жолобова.