Ватăлмасть-ха ветеран чунĕпе

Ватăлмасть-ха ветеран чунĕпе

РАЙОН хаçатĕнче 50 çул ытла вăй хунă май паянхи çамрăксен аслă икĕ кукашшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ çинчен те очерк е тĕрленчĕк çырма тивнĕ. Ун чух вĕсем вăй питти те хастарччĕ, техника патĕнче е фермăра чунтан тăрăшса ĕçлетчĕç. Нумайăшне Тăван çĕр-шыв орден е медаль парса чысларĕ.

Аса илетĕп те халĕ _ ĕç паттăрĕсем пĕрин хыççăн тепри куç умне тухса тăнăн туйăнать. Кашни колхозрах вăтăр-хĕрĕх трактористчĕ, çирĕм ытла шоферччĕ, фермăра вун пилĕк-çирĕм доярка, çакăн чухлĕ сысна пăхаканпа выльăх самăртакан тăрăшатчĕ.

Пуянкассинчи «Правда» колхоз ĕнесенчен сĕт сăвассипе те, çамрăк пăру илессипе те районта малта пыратчĕ. Лидия Георгиевна Макарова доярка çинчен хаçатра та çырнă, ĕç маякне пухусенче те мухтанă. 1988-çулта Лидия Георгиевна Пĕтĕм Союзри колхозниксен IV съездне делегат пулса хутшăнчĕ.

Мускавран таврăнсан, эпĕ Кахăрлă Шăхаль ялне çитсе Лидия Георгиевнăпа курса калаçнăччĕ.

_ Кремльти Съездсен Керменĕнче пулса курăп тесе эпĕ ĕмĕтленме те пултарайман, _ сăпайлăн çеç сăмахларĕ чăваш хĕрарăмĕ. _ Горбачев ял хуçалăхне хак парса, ĕçри çитменлĕхсене хытă критиклесе тем вăрăмĕш доклад турĕ. Делегатсем бригада, çемье, аренда подрячĕ çинчен калаçрĕç. Съездра колхозсен тĕслĕхлĕ Уставне хăш-пĕр улшăну кĕртессишĕн сасăларăмăр. СССРти коопераци çинчен калакан саккуна сỹтсе явнă чух килти хушма хуçалăха аталантармаллине палăртрăмăр.

Çапла, çав тери кирлĕ ыйтусене пăхса тухнă делегатсем, çак съезд колхоз ĕмĕрĕнче юлашки пуласси пирки ун чух шутлама та пултарайман. Лидия Макарова делегат та, ыттисем пекех, Михаил Горбачев ял хуçалăхне çĕклессишĕн тăрăшĕ тесе ĕненнĕ. Анчах çак çын колхозсене çеç мар, çĕр-шыва аркатаканни те пулчĕ, халăх ылханнине илтсех çĕре кĕчĕ.

Мускава кайиччен икĕ çул маларах районти малта пыракан Лидия Макарова дояркăна Тăван çĕр-шыв Халăхсен Туслăхĕн орденĕпе чысланăччĕ. Съезда вăл çак наградăна çакса кайнă.

_ Залра Социализмла Ĕç Геройĕсем _ 246-ăн ларни, вĕсенчен 19-ĕшĕ икĕ хутчен «Ылтăн çăлтăр» медаль илме тивĕçни çинчен пĕлтерчĕç те, вăтансах ỹкрĕм, _ терĕ Лидия Георгиевна. _ Вара хама хам çапла лăплантартăм: «Манăн та орден пур вĕт-ха, наградăна ахаль мар _ колхозра чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕн панă».

Хĕрĕх çул ытла фермăра ĕçлесе орден çеç мар, темиçе медаль те илме тивĕçлĕ пулчĕ Лидия Георгиевна. Ăна РСФСР тата Чăваш АССР Ял хуçалăх министерствисен грамотисемпе хавхалантарчĕç. Вырăнти ертсе пыракан органсен Хисеп грамотисемте пур. Районăн Хисеп хăми çине кĕме тивĕçлĕ пулни те _ пысăк чыс. Лидия Макарова _ Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ.

Юратнă мăшăрĕпе _ Николай Васильевичпа _ ултă ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă. Питĕ шел, Николай Васильевич темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Лидия Георгиевна патвар ывăлĕсем çине пăхать те, мăшăрне аса илет. Тăван яла, çĕр ĕçне юратса çитĕнчĕç вĕсем. Геннадипе Олег _ округра малта пыракан фермерсем. Витали _ ферма заведующийĕ. Вырма вăхăтĕнче комбайн çине ларать. Ылтăн алăллă çын. Хĕрĕсем те маттур: Наташа _ суту-илỹре, Светлана бухгалтерта вăй хураççĕ. Лидия Георгиевнăна мăнукĕсем те савăнăç çеç кỹреççĕ. Улми йывăççинчен аякка ỹкместех.

ÇАК кунсенче _ тĕрĕсрех каласан, мартăн 27-мĕшĕнче _ Лидия Георгиевна 85 çул тултарчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенче _ пĕчĕк ача пулсан та _ выçăллă-тутăллă пурăннине манса кайман вăл. Вăрçă хыççăн та пурнăç çăмăл пулман. Ялти шкулăн 7-класĕнчен вĕренсе тухсанах ферма ĕçне кỹлĕннĕ. Паянхи 14-15 çулхи çамрăксене каласан та, ĕненмĕç: вĕсемпе пĕр тантăш хĕр ача ирпе 4 сехетре тăрса фермăна утнă, алăпа темиçе ĕне сунă, витене тасатнă, выльăхсене апатпа тивĕçтернĕ. Чăннипех те, паттăр пулнă çав аслă ăру çыннисем, çавăнпа та вĕсем паян чи пысăк хисепе тивĕç.

Юбиляр патне саламлама Пуянкасси ял территори уйрăмĕн начальникĕ Сергей Петров чечек çыххипе пынă, Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Сергей Галкинăн саламлă çырăвне те илсе килнĕ.

Нумай кирлĕ-и-ха ватă çынна? Ăшă сăмахран хаклăраххи урăх мĕн пур? Лидия Георгиевна та çапла шутлать, хăйне чыс-хисеп тунăшăн пурне те чĕререн тав тăвать.

85 çула çитрĕ пулин те, Лидия Георгиевна паян та вăр-вар-ха: пахчара ĕçлет, мăнуксемпе чунне йăпатать.

Ватлăх пирки пĕрре те шутламасăр чунăрпа яланах çамрăк пулăр, хисеплĕрен те хисеплĕ Лидия Георгиевна. Асаттесем ĕлĕк çапла каланă вĕт-ха:

«Ырлăх курма сывлăх пултăр.

Ỹсĕм тума тỹсĕм пултăр.

Кăмăл уçма кĕмĕл пултăр,

Телей курма тивлет пултăр!»

Çапла пултăр!

Ив.САЛАНДАЕВ.



11 апреля 2025
13:58
Поделиться