Вăрмана кĕнĕ чух...

«ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ» хаçат апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа республикăра вут- кăвартан сыхă тăмалли уйрăмах çирĕп режим туса хуни çинчен çырнăччĕ ĕнтĕ. Паян эпĕ çуркуннехи-çуллахи вăрманта пушар тухасран асăрханмалли çинчен каласшăн.

Шăмăршă лесничествинче вăрман пушарĕпе кĕрешекен 4 станци тата арендаторăн 1 пункчĕ ĕçлеççĕ.

Вут-кăвара сỹнтерекен техника валли кирлĕ чухлĕ топливо хатĕрленĕ. Лесничествăра ĕçлекенсенчен _ пурĕ 42 çынран _ пушар командисем йĕркеленĕ.

Вăрмана кĕнĕ чух çак правилăсене асра тытма сĕнетпĕр:

_ вăрманта кăвайт чĕртме пачах та юрамасть!

_ сỹнтермен пирус тĕпĕпе шăрпăка çĕре ан пăрахăр _ пĕчĕк хĕлхемренех пысăк инкек тухма пултарать!

_ пушар хăрушлăхĕ 4-5 класс чухне вăрмана техникăпа та, çынсене те кĕрсе çỹреме чараççĕ.

Енчен те эсир пушар тухнине асăрхасан, пĕр тăхтаса тăмасăр кĕсье телефонĕпе Шăмăршă лесничествин экстрен службине _ 8(83546) 2-35-81, 2-35-31 номерсемпе, регионти диспетчер службине 8(8352) 40-24-00 номерпе, пĕрлехи «тỹрĕ линие» _ 8-800-100-94-00 номерпе, пушарнăйсемпе çăлавçăсен пĕрлехи телефонĕн «101», «112» номерĕсемпе шăнкăравлăр.

М.АЗИЗОВ, Шăмăршă лесничествин сыхлавпа хỹтĕлев енĕпе ĕçлекен инженерĕ.



11 апреля 2025
13:45
Поделиться