«Çав кунсен çухалмĕ чапĕ...»
Тăван çĕр-шывăмăрăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса Çĕнтерĕве туптанă çыннăмăрсене асра тытмашкăн, çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани памашкăн Пĕтĕм Раççей шайĕнче Çĕнтерỹ кунне халалланă çак акцисем иртмелле:
«ÇĔНТЕРỸ ЧỸРЕЧИ»
Çĕнтерỹ атрибучĕсемпе е алăпа тунă ỹкерчĕксемпе чỹречесене илемлетмелле. Чỹречесене фото ỹкерсе #Окна_Победы хештегпа социаллă сетьсене лартмалла.
«ÇĔНТЕРỸ Çырăвĕ»
Аслă Аттелĕх вăрçи вете- ранне çыру çырмалла. Волонтерыпобеды.рф сайта кĕрсе «Письмо Победы» баннертан бланк уçласа илмелле. Çырнă çырăва pismo@vsezapobedu.com электрон почтипе ямалла. Волонтерсем çырусене адресатсем патне çитереççĕ.
«Георги хăйăвĕ»
Халăх хушшинче, ĕç вырăнĕнче Георги хăйăвне çи-пуç çине тирсе çỹремелле. Акци апрелĕн 24-мĕшĕнче старт илет. Соцсетьсенче #георгиевскаяленточка тата #лучшедома хештегсемпе кăларма пулать.
«Астăвăм сачĕ»
Дачăра е уйрăм çуртра пурăнакансем, халăхсем хушшинчи «Сад памяти» акцие хутшăнса, хăйсен паттăрне асăнса йывăç лартма пултараççĕ, ун пирки тĕплĕнрех садпамяти2020.рф портала кĕрсе паллашма аван. Çемьепе йывăç лартасси «Моя история» проектпа çыхă- нать.
«Вилĕмсĕр полк»
Кашниех харпăр хăй паттăрĕн портретне митинга илсе тухма пултарать, сăн ỹкерчĕке www.polkrf.ru сайта вырнаçтармалла. Çĕнтерỹ кунĕнче акцие «Бессмертный полк России» порталта тата федерацин телеканалĕсенче кăтартаççĕ.
«Салтак шăпи»
«Судьба солдата. Онлайн» проект вăрçăра вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă тăвансен фронтри шăпине палăртма пулăшать. «Поисковое движение России» онлайн форматра е «Поисковое движение России» официаллă аккаунтра тăван çинчен çакна пĕлтермелле: хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, хăçан тата ăçта çурални, призыв вырăнĕ, юлашки çул службăра ăçта пулни тата ытти те. Заявкăсăр пуçне, хăвăрăн контактăра çырмалла (шыравçăсем çак адреспа сирĕн патăра информаци яраççĕ). Салтаксен фронтри пурнăçĕ çинчен калакан информацие #СудьбаСолдата хештегпа социаллă сетьри хăвăрăн страницăрта çырса кăларма пулать. Проект Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕ пулăшнипе пурнăçланать.
«Паттăрсене асăнса» («Памяти героев»)
Проекта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи паттăрĕсене тата тыл ĕçченĕсене асăнмашкăн йĕркеленĕ. Ун тĕллевĕ: çитĕнекен ăрăва мультимедийлĕ формат урлă патриотизмла воспитани парасси. Проектпа килĕшỹллĕн, вăрçă паттăрĕсен сăн ỹкерчĕкĕсемпе биографийĕсене плакат çине вырнаçтараççĕ (вĕсем вĕренỹ тата культура учрежденийĕсенче, музейсенче пулаççĕ). Кашни сăн ỹкерчĕкĕн QR-код пулать, ун тăрăх паттăр çинчен калакан видеоролик курма пулать. Унпа пĕрлех видеохостинг урлă «Памяти Героев» канала кĕрсе Аслă Аттелĕх вăрçи паттăрĕ е хăвăр тăванăр çинчен видеоролик (90 секундран ытла мар) урлă пĕтĕм çĕр-шыва каласа пама май пур.
«Астăвăм стени»
Фронтовиксен сăн ỹкерчĕкĕсене учрежденисен стенисем çине вырнаçтараççĕ.
«ÇĔНТЕРỸ ЯЛАВÇИСЕМ»
Проекта «Бессмертный полк России» пурнăçлать. Вăл вăрçăн сахалрах паллă çыннисемпе паллаштарать. Ун йĕркелỹçисем апрелĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа майăн 2-мĕшĕччен Рейхстаг çине ялав çирĕплетме хутшăннă çынсем пирки каласа параççĕ. Çавăн пекех «Одноклассники», «ВКонтакте» социаллă сетьсенче ỹкерчĕк, сăвă, репост конкурсĕсем иртеççĕ. «Я _ Знаменосец Победы»! флешмоб та _ хăйне евĕрлĕ пархатарлă ĕç. Çĕнтерỹ ялавçисем каланине ỹкернĕ ролика кирек кам та социаллă сече лартма пултарать, хештегĕ _ #язнаменосецпобеды.
«Самантлăх шăплăх»
Майăн 9-мĕшĕнче 19 сехетре Раççей çынни- сем урама е балкон çине тухса самантлăх шăп тăраççĕ, унтан Давид Тухманов композиторпа Владимир Харитонов поэт çырнă «День Победы» юрра шăрантараççĕ.
«Картишпе юрлатпăр»
«Самантлăх шăплăх» акци хыççăн Раççей çыннисем пурте пĕрле вăрçă çулĕсенчи юрăсене юрлаççĕ.
«Çулсем витĕр янăрать ÇĔНТЕРỸ!» («Сквозь года звенит Победа!») «ÇĔНТЕРỸ ЮРРИ»
Популярлă радиостанцисенче тата ВKонтакте официаллă сетьре апрелĕн 9-мĕшĕнче çак проект пуçланнă. Унта кирек кам та хутшăнма пултарать. Вăрçă çулĕсенчи юрра юрланине видео çине ỹкермелле, ăна социаллă сетьсен харпăр хăй страницине #ПесняПобеды, #ДеньПобеды хештегпа лартмалла. Акци «Патриотизмла воспитани» федераци проекчĕн «Вĕренỹ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн иртет.
«ÇĔНТЕРỸ ДИКТАНЧĔ»
Вăл Аслă Аттелĕх вăрçинчи паллă пулăмсемпе çыхăннă. Апрелĕн 25-мĕшĕнче иртет. Çак проектпа пĕрле пĕтĕм тĕнчери шкул ачисен «Великая Победа» олимпиади иртет.
Пиртен кашнийĕ пĕр акцие те пулин хутшăнсан та, çакă çĕр-шывăмăрăн ирĕклĕхĕшĕн тата никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă çыннăмăрсене сума сунине, вĕсене асра тытнине çирĕплетĕччĕ.
З.Свеклова.