Экологи уйăхлăхĕ пырать
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе, республикăра Экологи уйăхлăхне ирттереççĕ. Çак тапхăрта территорие тирпей-илем кĕртеççĕ, халăх канакан вырăнсене илĕртỹллĕ тăваççĕ.
Шăмăршă муниципалитет округĕнчи кашни ялтах экологи субботникĕ иртнĕ. Округ администрацийĕ кашни çынна _ çитĕннисене те, шкулта вĕренекенсене те _ тăван ял илемĕшĕн, çут çанталăкшăн тăрăшма чĕнсе калать. Шăмăршăра нумай хваттерлĕ çуртсен территорине тасатса тухмалли хитре чечексем акса-лартса илем кỹмелле. Саккунсăр свалка йĕркеленĕ кашни тĕслĕхех вăхăтра асăрхаса тасалăх енĕпе çирĕп йĕрке тумалла.
Округ территорийĕнче «Ешĕл Раççей», «Ешĕл çуркунне», «Пирĕн çырмасемпе пĕвесене _ таса çыран», «Таса та тирпейлĕ çăл куçсемшĕн» ятлă массăллă акци ирттерме йышăннă.
Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнă çулталăкра округ территорийĕнче йывăçсемпе тĕмсем ытларах лартса хăварма палăртни те _ ырă ĕç. Пĕтĕм Раççейри «Асăну сачĕ» акци майăн 6-мĕшĕнче иртет.