ГТО комплексĕ _ çирĕп сывлăхшăн

ФИЗКУЛЬТУРĂПА спорт аталанăвĕпе Шăмăршă муниципалитет округĕ республикипех палăрчĕ. Çакна 2024-çулхи ĕç кăтартăвĕ те çирĕплетет.

Округра пурăнакан 873 çын ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçланă. Шăмăршăсем республика рейтингĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Округ администрацийĕ 2030-çулччен мĕн пур халăхăн 70 процентĕнчен кая мар пайне физкультурăпа спорта явăçтарма тĕллев лартнă.



18 апреля 2025
11:02
Поделиться