«Хальхи ăру вăрçăсăр пурăнтăрччĕ...»

«Хальхи ăру вăрçăсăр пурăнтăрччĕ...»

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çĕршер-пиншер ачана йывăрлăх, синкерлĕх кỹнĕ. Чунĕпе çирĕппи, ĕçченни вара аптраман, хăйĕн ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме хевте çитернĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри _ Шăмăршăра пурăнакан Мария Михайловна Ильина (Богачева), вăрçă ачи.

... Хăй вăл Пăчăрлă Пашьел ялĕнче 1942- çулта çуралнă. Ялти ытти ача-пăча пекех, пурнăçăн хура-шурне сахал мар тутаннă. Пĕчĕклех йывăр ĕçре пиçĕхнĕ. Тантăшĕсенчен тавçăрулăхĕпе те йĕркелĕхĕпе, ĕçченлĕхĕпе те тирпейлĕхĕпе уйрăлса тăнă. Ялăн вăтам шкулĕнче çивĕч ăс-хакăлпа, хастарлăхпа палăрнă.

Учитель пулас çутă ĕмĕт Марийăна Канашри педагогика училищине илсе çитернĕ, кунта хĕр куçăмсăр майпа вĕреннĕ, çав хушăра тăван шкулта аслă пионервожатăйра тăрăшнă. 1964-çулта, алла диплом илсен, Мария Богачева кĕçĕн классене вĕрентме пуçлать.

1968-çулта Мария Михайловна Шăмăршă вăтам шкулне ĕçлеме куçать. Ачасене юратни, профессие чунтан парăнни пуçламăш классен вĕрентекенне ỹсĕм çулĕ çине тăма пулăшаççĕ. Уроксене тата класс тулашĕнчи ĕçсене методика тĕлĕшĕнчен кирлĕ шайра йĕркелет, проблемăллă лару-тăру тата дидактика материалĕ урлă шăпăрлансене шухăшлама хăнăхтарать, тĕпчевлĕхе, çав хушăрах çамрăк ăрура этемлĕхĕн чи ырă енĕсене аталантарать. Тăван чĕлхе ачасемшĕн чи юратнă предмет пулса тăрать. Мария Богачева-Ильина пур ĕçре те йĕркелĕхе мала хурать. Сăмахсене тĕрĕс çырасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çĕнĕрен те çĕнĕ мел-меслете практикăна кĕртет. Ачасемпе уйрăм ĕçлени ăнăçу никĕсĕ пулнине шута илсе вăйлисемпе те, япăх вĕренекенсемпе те уйрăммăн ĕçлет. Вулав техникине аталантарас тĕллевпе илемлĕ вулакансен кружокне питĕ ăста ертсе пырать, вуншар-вуншар ачана тĕрĕс те илемлĕ калаçма-вулама хăнăхтарать. Хăй ертсе пыракан класпа тĕрлĕ енлĕ воспитани ĕçне туса пырать, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, вĕсене уроксене чĕнет, калаçу ирттерет, килти лару-тăрупа паллашать.

Мария Михайловна хăйĕн педагог ăсталăхне ỹстерсех пырать: методика статйисем вулать, пуçламăш классен вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕсенче тухса калаçать, ăсталăх класĕ йĕркелет, уçă урок ирттерет, ĕçтешĕсен урокĕсене сỹтсе явать. Çавна май вăтам классен вĕрентекенĕсене пĕлỹшĕн хыпса çунакан, ырă та пултаруллă хĕрачасемпе арçын ачасем хатĕрлесе пама хăват çитерет.

Вĕренỹпе воспитани сферинче тунă пысăк çитĕнỹсемшĕн Мария Ильинăна тĕрлĕ шайри Тав хучĕсемпе тата Хисеп грамотисемпе, парнесемпе чысланă. Вăл _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ (2000 ç.). Тивĕçлĕ канури педагогика ĕçĕн ветеранне ун вĕренекенĕсем асрах тытаççĕ, уявсенче саламлаççĕ, ырлăх-сывлăхпа вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Ун çулне суйланă выпускниксем вара чĕререн тав тăваççĕ, учитель профессийĕн пархатарлă ĕçне палăртаççĕ. Çак мар-и-ха вăл чун туртăмĕпе вăй хунă ĕçĕн «çимĕçĕ»?! _ Ачалăхăм хаяр вăрçă çулĕсенче иртрĕ пулин те, халăхшăн усăллă çын пулма май килчĕ, çакăншăн çĕр-шыв Правительствине тав тăватăп, _ тет вăрçă ачи. _ Хальхи ăру вăрçăсăр, ирĕклĕ те телейлĕ пурăнтăрччĕ.

Зинаида Воробьева.



18 апреля 2025
11:04
Поделиться