Христос чĕрĕлнĕ! Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!
Православи тĕнне ĕненекенсем, апрелĕн 20-мĕшĕнче уявсен уявне _ Мăнкуна _ паллă тăваççĕ. Çичĕ эрнене тăсăлнă Аслă типĕ хыççăн, Иисус Христос чĕрĕлсе тăнине пĕтĕм чун-чĕрери савăнăçпа уявлатпăр.
Христианинсен пĕр пайĕ Аслă типĕре апат тата хамăра тыткалани тĕлĕшĕнчен çирĕп йĕркене пăхăнчĕ, тунă çылăхсемшĕн чунтан ỹкĕнсе Турăран каçару ыйтрĕ, ун ỹчĕпе юнне хăй ăшне илчĕ, Мăнкуна таса шухăш-кăмăлпа кĕтме тивĕçрĕ.
Çĕнĕ Завет тăрăх, иудейсен Песахĕ (Мăнкунĕ) умĕнхи эрнекун (Страстная Великая пятница) Турă Ывăлĕн Иисус Христосăн хĕрес çине пăталанă ỹтне склепа (тупăк лартма çĕр айне чавса хунă вырăна) пытарнă. Виçĕ кунтан Христос вĕренекенĕсем ун ỹтне ритуал тăрăх миро çăвĕпе сĕрес тесе пынă, анчах склеп пушă пулнă. Христос чĕрĕлсе тăрса тăнă. Çакă Вăл вилĕмсĕрлĕхе куçнине пĕлтернĕ.
Православи тĕнĕпе пурăнакансем Иисус Христос этемлĕхĕн çылăхĕсемшĕн асапланса вилнине, «вилĕмĕпе вилĕме çĕнтерсе вилнисене чĕрĕлĕх панине» ĕненеççĕ. Ахальтен мар, пĕр-пĕрне тĕл пулсан чи малтан «Христос чĕрĕлнĕ!», «Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!» сăмахсене калаççĕ.
Çăмарта _ Мăнкун символĕ, çĕнĕ пурнăç палли. Ăна хĕрлĕпе сăрлани _ Христос юнне, çăмарта хăй _ Çăлаканăн масарне, çĕмĕрĕлнĕ çăмарта Иисус вилнĕ çĕртен чĕрĕлсе тăнине пĕлтереççĕ. Мăнкунра тата кулич тĕп вырăн йышăнать. Ăна та, хĕретнĕ (пĕветнĕ) çăмарта пекех, чиркỹре кĕлĕ туса тасатаççĕ.
Çемьепе пĕрле ларса Аслă Мăнкуна паллă туни _ Çăлаканăмăра хисеп туни. Çакна асра тытмалла. Паллах, вăрçăнасран, пĕр-пĕрне кỹрентересрен асăрханмалла. Пĕр-пĕринпе туслăхпа юратура, килĕшỹре пурăннине ним те çитмест.
Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.