Кам чăваш чĕлхине юратать _ концерта пыратех!
КАШНИ çулах _ Аслă çутта кăлараканăмăр И.Я.Яковлев çуралнă кун _ эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак уяв кăçал та иртет: апрелĕн 23-мĕшĕнче 15 сехетре сире пурсăра та Шăмăршăри Культура керменне йыхравлатпăр!
Концерт программинче _ чăваш халăх тата хальхи композиторсен юррисем, тăван ташă-çемĕ, кăмăла çĕклекен сăвă-такмак. Халăха савăнăç кỹме округри чи лайăх илемлĕ пултарулăх коллективĕсем хутшăнаççĕ. Билет хакĕ пысăк мар: 100 тенкĕ çеç. «Тăван чĕлхе _ нихçан типми таса çăл куç» концерта чăвашлăха юратакан кашни çын пырасса кĕтетпĕр.