Олег Николаев : «Чăваш Енре кашни çын хăйне телейлĕ туйтăр...»

Олег Николаев : «Чăваш Енре кашни çын хăйне телейлĕ туйтăр...»

АПРЕЛĔН 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, журналистсем валли пресс-конференци йĕркелесе, иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕ, обществăпа политика пулăмĕсене хак пачĕ, регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнă ĕçсене пурнăçламалли çулсемпе паллаштарчĕ. Виçĕ сехете яхăн тăсăлнă калаçура Олег Алексеевич тĕрлĕ темăпа çыхăннă вăтăр ытла ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.

П р е с с - к о н ф е р е н ц и н трансляцине Наци ТВ, радио эфирĕсенче, социаллă сетьсенчи каналсенче пăхма-итлеме май пулчĕ. Вырăсла тата чăвашла текст трансляцине «Чăвашинформ» тата «Хыпар» ресурсĕсем хатĕрлесе пычĕç.

 



18 апреля 2025
11:38
Поделиться