Палăк таврашĕ _ талăкĕпех çутă
ВИÇПỸРТ Шăмăршăри Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă тата вăрçăран таврăнсан вилнĕ ентешсене, тыл ĕçченĕсене асăнса лартнă палăка каçхине çутатса тăмашкăн ун икĕ енче халĕ пĕрер прожектор пур.
Палăк патне илсе пыракан тротуарăн пĕр енче _ виçĕ çỹллĕ юпа, вĕсем çинче лампăсем тĕттĕмре çутă парса тăраççĕ. Çавна май стеллăсем çинчи çĕнтерỹçĕ салтак сăнарĕ те, ятсем те талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те уçăмлă курăнаççĕ.
Çак хăтлăха ял активĕ пуçарнипе, спонсорсем пулăшнипе турĕç. Юпа лартас енĕпе _ Федор Малов, Владимир Абсалямов, Сергей Поляков, Анатолий Фадеев, Андрей Куликов, электромонтаж ĕçĕнче _ Александр Тимофеевпа Андрей Малов, каснă йывăç турачĕсемпе çỹп-çапа турттарнă çĕрте Анатолий Гладков пысăк хастарлăх кăтартрĕç.
Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарас умĕнхи çак сăваплă ĕç ял-йышпа ун хăнисене вăрçă участникĕсемпе тыл хастарĕсене яланах асра тытмаллине, Çĕр çинчи тăнăçлăха упрамаллине аса илтерсех тăрĕ, çамрăк ăрăва патриотизм туйăмĕпе хĕмлентерĕ.
Е.Малова, Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.