Шăмăршă вăрманĕнче миçе тĕрлĕ кайăк?
ЧĂНАХ ТА, пирĕнтен нумайăшĕ çак ыйту çине тĕрĕс хурав пама йывăрланĕ. Çут çанталăка сыхлакансем вара хут çине пăхмасăрах çапла калĕç: «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче 184 тĕрлĕ вĕçен кайăк пурăнать». Çак кунсенче Наци паркĕнче уçăлнă «Тĕклĕ калейдоскоп» фотовыставка кунта пурăнакан çунатлă туссемпе паллаштарать. Выставка авторĕ _ паллă орнитолог тата биоэколог Григорий Борняков. Чăн малтан выставкăна çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем _ Шăмăршă вăтам шкулĕн 2-класĕнче вĕренекенсем _ пулса курнă. Ачасем, сăн ỹкерчĕксене курнипе пĕрлех, вĕçен кайăксен чуна илĕртекен сассине итлесе те савăннă.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче иртнĕ «Экологи пуçарăвĕсем» семинара хутшăннисем те фотовыставкăпа киленсех паллашнă. Семинар «Парксен маршĕ _ 2025» акци программипе иртнĕ. Унта «Экологи тата çулла _ 2025» план мероприятийĕсене сỹтсе явса çирĕплетнĕ.