Ăшшăн саламлатпăр
Вĕренỹ сферинче нумай çул хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн тата 60 çул тултарнă май Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округне кĕрекен «Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул» муниципаллă бюджет вĕренỹ учрежденийĕн директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Надежда Федоровна Ухтияровăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
ххх
Сывлăх сыхлавĕн сферинче нумай çул хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн тата юбилей ячĕпе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Шăмăршă район больници» бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсене _
хирурги уйрăмĕн медицина сестрине Альбина Николаевна Воробьевăна,
ультрасасă тĕпчевĕн кабинечĕн медицина сестрине Мая Николаевна Морозовăна,
медицина администраторне Зоя Ильинична Николаевăна,
медицина профилактикин врачне Надежда Николаевна Петровăна,
анестезиологипе реанимаци уйрăмĕн медицина сестрине-анестезистне Светлана Ивановна Терентьевăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.
ххх
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче таса чунпа ĕçленĕшĕн тата 50 çул тултарнă май Чăваш Республикин Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Шăмăршă ял территори уйрăмĕн хăтлăх кĕртессипе тата территорие аталантарассипе ĕçлекен управленийĕн тĕп специалист-экспертне Людмила Анатольевна Урмаевăна ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ тав тунă.
ххх
Çемье институтне çирĕплетессишĕн пысăк тỹпе хывнăшăн, çемье хаклăхне пропагандăланăшăн тата пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа Иван Николаевичпа Мария Михайловна Ильичевсене ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ тав тунă.