Тав тăватăп, Таса Туррăм
Турă, Турăçăм, тархасшăн,
Тимлесе тăрсам. Тăхта:
Тĕнчене тăшман таптасшăн
Таврана тăхлан тăкса.
Тилĕрет, тиран, таптасшăн,
Тулашать тек тулхăрса.
Тахçанах, тен, тĕп тăвасшăн _
Тăрăшать тарăхтарма.
_ Тем тума, тен, тăкăслатпăр? _
Тавçăрмастпăр тупата.
Тепĕртак тăрсан – тавратпăр
Тискер, тĕксĕм тăшмана.
Тăнсăр, тулăхсăр тăшманшăн
Тарчĕ тăнăçлăх таçта.
Танксене те тапратасшăн _
Тек тăрать тăпăртатса.
Таса Турă, тархаслатпăр:
_ Тикĕслентĕрччĕ тĕнче!
Тỹпе туххăм тасалайтăр
Тăшмансен тĕтĕмĕнчен.
Тату, тикĕс тăраясчĕ
Туслашса тивĕçлипе,
Туслăх туртăмĕ туптасчĕ _
Тĕрĕлентĕрччĕ тĕнче!
Тав тăватăп, таса Туррăм!
Тỹсĕмпе, тỹрĕлĕхпе
Тăшманпа та тăванлашрăм
Тупайса тĕрĕслĕхе!
Н.КУЗЬМИНА. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.