Тĕп ыйту _ Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илесси

Апрелĕн 16-мĕшĕнче Шăмăршă муниципалитет округĕнче пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ăна Шăмăршă округĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Андрей Кокуркин ертсе пычĕ.

Кун йĕркинчи çак ыйтусене сỹтсе яврĕç:

  1. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă мероприятисем пирки.
  2. Экономика _ республикăн тата граждансен ăнăçлăхĕ.
  3. Чăваш Республикин территорине çурхи вут-кăвар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси.
  4. Граждансене йышăнасси.

Пĕрремĕш ыйтупа округ кураторĕ _ ЧР Патшалăхăн хăй тĕллĕн çỹрекен тата ытти техникăна тĕрĕслекен инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, округ администрацийĕн социаллă аталану енĕпе ĕçлекен начальникĕ Светлана Павлова тухса калаçрĕç, Аслă Çĕнтерỹ 80 çул çитнине халалласа ирттерме палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕç.

Иккĕмĕш ыйтупа ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов сăмах илчĕ, Чăваш Енĕн экономика çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех округ администрацийĕн экономикăпа ял хуçалăх пайĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен секторĕн тĕп специалист-эксперчĕ Ильнар Фасхутдинов округăн юлашки 5 çулхи экономика лару-тăрăвĕ пирки каласа ăнлантарчĕ.

Виççĕмĕш ыйтупа ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникне Ольга Ичанкинăна, округри надзор тата профилактика ĕçĕн уйрăмĕн начальникне Михаил Ильина сăмах пачĕç. Вĕсем округра кăçалхи çуркунне пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермелли ыйтусене тишкерчĕç.

Кунсăр пуçне информаци ушкăнĕн членĕсем граждансен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Ун хыççăн информаци ушкăнĕ «Угарина Н.М.» хресчен (фермер) хуçалăхне тата «Колос» Агрофирма» ОООна çитсе килчĕ, кунта çурхи ака-суха ĕçĕпе паллашрĕ.



18 апреля 2025
10:13
Поделиться